Олег Николаев Елчӗк районне аталантармалли тĕллевсене палӑртнă

Утă уйăхĕн 21-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Елчӗк районӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программи шайӗнче 2020-2025 ҫулсенче муниципалитет пӗрлӗхӗн аталанӑвӗн планне сӳтсе явас енӗпе канашлу ирттернӗ.

Олег Николаев обозначил задачи по развитию Яльчикского района   

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин палӑртнӑ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче программа шайӗнче инфратытӑм ҫул-йӗрӗн 38 проектне тата коммерциллĕ 7 проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ. Ҫул-йӗрсен инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарма пĕтĕмпе 485 млн тенкӗ пăхса хăварнă, ҫав шутра федераци шучӗпе 62,49 млн тенкӗ, Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетĕнчен - 422,64 млн тĕрев пама пăхса хăварнă.

Коммерци проекчӗсене пурнăҫлама 446,5 млн тенкӗ палăртнă, вĕсене валли федераци тата республика бюджетĕнчен тăкакланмаҫҫĕ.

Олег Николаев муниципалитет кӑтартакан инфратытӑм ҫул-йӗрӗн проекчӗсене пурнӑҫлама федераци укҫи-тенкипе палӑртакан калӑпӑшне  сахалтарах тесе асăннă. Вӑл ял территорийӗсене комплекслӑн, социаллӑ культура сферине аталантармалли федераци форми шайӗнче пысӑкрах тӗллевсем лартмаллине палӑртнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парас тесен район программӑсене хастартарах хутшӑнма пултарать тенĕ вăл сăмаха хушса. «Пӗрле килĕшсе тĕллевлĕн ӗҫлесен коммерци проекчӗсем ҫиччӗ мар, чылай нумайрах пулма пултарĕ», - тенĕ ертӳҫĕ.

Олег Николаев ӗҫе туса илекен производствӑсене аталантарас, хушма хаклӑх кӳрекен проектсене пурнӑҫламаллине палӑртнă. Ял хуҫалӑх сферинче ку уйрӑмах ҫивӗч ыйту шутланать. Елчӗк районӗ - республикӑн ял хуҫалӑх продукцийӗ туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен лидерӗсенчен пӗри - АПК отраслӗнче интереслӗ коммерци проекчӗсем пурнӑҫланма пултараҫҫӗ тесе шутлать регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев. Халлӗхе район аталанӑвӗн планне ял хуҫалӑх сферипе ҫыхăннă пурӗ 5 инвестици проекчӗ кӗртнӗ.

Олег Николаев предпринимательлӗх активлӑхне тата инвестици процесӗсене пулӑшу памалли инновациллӗ майсем пирки чарăнса тăнă. Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче инвестици процессне, предпринимательлӗх хастарлӑхне аталантарас тата  вĕсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашне туса хурӗҫ. Ҫак вырӑнти шайра ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама витĕм кӳрессе шанса каланă.

"Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма федераци тата ытти шайри ресурссене явӑҫтармалла, кашни тенки тĕллевлĕн тăкакланмалла", - сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Олег Николаев.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан халӑх пурӑнакан вырӑнсенче кивӗ инфратытӑм лаптӑкĕсемпе усӑ курас енӗпе Елчӗк лайăх ĕҫленине палăртнă, ҫынсене валли ҫуртсем хута ярассипе активлă ĕҫленине палăртнă, вице-премьера - ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова ҫак опыта тĕпе хурса ытти  муниципалитетсенче те ĕҫлеме кирлине чĕнсе каланă.

Елчӗк районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Олег Николаев  "Прогресс" АХО пулнӑ. Хуҫалăх районта ыттисемшĕн тĕслĕхре, унăн ĕҫ кăтартăвĕсем пысăк.  Вĕсем кăҫал вырмана малтан тухнă, яланхиллех малтисенчен пĕри шутланаҫҫĕ.

Ҫавӑн пекех вӑл "Промсервис" НПО акционерсен обществине ҫитсе килнĕ, Елчӗк салинче республика бюджечĕн укҫи-тенки шучӗпе тӑвакан стадиона пӑхса тухнӑ, строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă.

Фоторепортаж



22 июля 2020
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter