Игорь Комаров Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене тата регион сасӑлав кунӗ тӗлне хатӗрленессине тишкернӗ

Игорь Комаров обсудил вопросы социально-экономического развития Чувашской Республики и подготовку региона к Единому дню голосованияРаҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров Шупашкарта Чӑваш Республикинче Сасӑлав кунӗ тӗлне хатӗрленес ыйтупа канашлу ирттернӗ. Канашлу пуҫламӑшӗнче  вăл РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртес енӗпе сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗн кăтартăвĕсене тишкернĕ. Игорь Комаров регионта влаҫ органӗсем сасӑлав процесcне самаях пысӑк шайра кăтартса панине,  пĕтĕмлетӳсем тума условисене пĕтĕмпех тулли хатĕрлесе ҫитернине палӑртнӑ. Вӑл республикӑра сасӑлавӑн Пӗрлехи кунӗ те ҫӳллӗ шайра иртмеллине палӑртнă, хăрушсăрлăха ҫирĕп пăхăнмаллине  каланă.

"Федерацин суйлав кампанийӗн тӗп тӗллевне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йӗркеленӗ  – ĕҫсем  пĕтĕмпех уҫăмлă пулмалла, таса, саккунсене пăхăнса ĕҫсене пурнăҫламалла. Ҫаксем пĕтĕмпех, республика влаҫӗн тата мӗнпур шайри суйлавӗн тӗллевӗ пулмалла", палӑртнă полномочиллӗ представитель.

Регионта Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче анлӑ суйлав иртет.  Халăх Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне тата муниципалитет депутачӗсене суйлать. Ҫапла вара мӗнпур муниципалитет пӗрлӗхӗсен представительлӗ органӗсем (3,4 пин мандат), ҫав шутра Шупашкарти хула пухӑвӗ те ҫӗнелет.

Экономикӑна ҫӗнетес ыйтусене Игорь Комаров Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевпа тата республикăн Правительство членĕсемпе тĕплĕн сӳтсе явнă. Кăшăл вирус амакĕ хыҫҫăн, предприятисемпе организацисем еплерех вăй илсе аталанса пыни пирки те канашланă.

"Эпир куратпӑр  - Чăваш Республики пĕрремӗш ҫур ҫула профицитпа вĕҫленĕ. Кăтартусем пурсăмăра та хавхалантараҫҫĕ.  Промышленноҫ производстви  чакмĕ. Хăрушлăх ҫукпа пĕрех. Анчах та эпир ҫакна ӑнланатпӑр: республика иккӗмӗш ҫур ҫулта та лайӑх кӑтартупа палăрмалла", - палӑртнă Игорь Комаров журналистсемпе калаҫнӑ чухне.

Асăннă кун Игорь Комаров Олег Николаевпа пĕрле Шупашкарта тӑвакан шкула ҫитсе килнĕ, унти строительство ĕҫĕсемпе паллашнă. Объекта сентябрӗн 1-мӗшӗнче хута яма плана кĕртнĕ.  Федерацин Атӑлҫи округӗнче пысӑк шкул пулса тӑрӗ: кунта пӗр вӑхӑтрах 1600  ача вӗренме пултарӗ.

Шкул директорӗ Наталия Маслова каланӑ тӑрӑх, вĕренӳ процесне инноваци технологийӗсене кĕртме тĕллев лартнă. Пуҫламӑш классенче вӗренекенсемшӗн роботтехника урокӗсене пӑхса хӑварнӑ. Шкул базинче ачасене хушма пӗлӳ паракан "Кванториум" моделӗн технопаркне йӗркелеме палӑртнӑ.

Шкулта мастерскойсем,  ачасен ăсталăхне туптама витĕм кӳрекен хатĕрсем чылай.  Ачасене апатлантармалли уйрăмсем, медицина пӳлĕмĕсене те пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртнĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килет шкулти условисем.   600 ҫынна харăсах вырнаҫтарма палăртнă акт залӗнче професси пӗлӗвӗ тата сасӑ хатӗрӗсем йӗркелеме  тĕрлĕ условисем пур.  

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

Фоторепортаж 3

Фоторепортаж 4 




23 июля 2020
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter