Олег Николаев инвесторсемпе ӗҫленӗ чухне кирек-епле ыйтăва та ҫивӗч тĕрĕслеве илессине каланă, пĕрле ĕҫлеме тăрăшассине палăртнă

Олег Николаев: В рамках работы с инвесторами готов замыкать на себе решение острых вопросовКун ҫинчен республика Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев утă уйăхĕн  24-мӗшӗнче "Регионсен теплицисем"  ТМЯО дректорӗсен канашĕн членӗпе, "Агро Менеджмент" ТМЯО генеральнăй директорӗпе Дмитрий Туляковпа тӗл пулсан  пĕлтернĕ.

Ертӳҫĕсем приоритетлӑ инвестици проектне пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнă. 22 га йышăнакан лаптăкра пахча-ҫимĕҫ лартса ӳстермелли, паха таварсем тирпейлесе кăлармалли теплица пирки канашланă, строительство ĕҫĕсем ҫинчен чарăнса тăнă.

Аса илтеретпĕр, маларахри ертӳлĕхсем проекта туллин пурнăҫа кĕртме палăртнă, ĕҫ-пуҫ вĕҫне-хĕрне тухса пĕтеймен.   Шыв ыйтăвĕ мала тухнă, ытти чăрмавсем те пулкаланă.

Олег Николаев инвесторсемпе ӗҫленӗ чухне кирек-епле ыйтăва та ҫирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă, яланах пĕрле килĕшсе ĕҫлессине хыпарланă.  "Эпир паян  тĕллевлĕн ĕҫлеме план тунă. Малашне те ҫаплах пулĕ.  Пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсен, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем те йĕркеленеҫҫĕ, ун чухне пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне куҫса пырасси пĕрре те иккĕлентермĕ»,  - тенĕ  вăл.  

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев строительство енĕпе ҫыхăннă ыйтусем те ҫитес вăхăтрах уҫăмланаса асăнса хăварнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене ҫийĕнчех татса памалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Министерствăсем тата муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен умне тĕллевсене лартнă, малашне вĕсен ĕҫсене пурнăҫлассишĕн ырми-канми тăрăшмалла. Шыв пирки калас пулсан, ҫитес уйăх хушшинче ăна та татса памалла.  Инфратытăма аталантарса вăй илтерсе пырасси кулленхи ыйтусенчен пĕри шутланать. Ҫулсемпе те хăш-пĕр йывăрлăхсем пур, вĕсене те татса памалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Дмитрий Туляков ҫур ҫул хушшинче  организаци 10 гектартан пахча-ҫимӗҫ  6 пин тонна ытла пухни ҫинчен каласа панă. Предприяти проект хӑвачӗпе туллин виҫҫӗмӗш кварталта тухӗ. "Паян  пурĕ 350 яхӑн ҫын ӗҫлет.  Пуласлăхра ӗҫлеме тата 200 ҫын  хатĕрлесе тăратнă", - пӗлтернĕ вӑл.

«Теплица комплексӗ  «Ҫӗнӗ Шупашкар»  ТМЯО генеральнӑй директорӗ Алексей  Захватов йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама  пулӑшса пынӑшӑн Олег Николаева  тав тунă, условисемпе усă курма чылай ҫӑмӑлтарах пулнине палӑртнӑ вӑл.

Фоторепортаж



24 июля 2020
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter