Вырăс чĕлхипе ППЭ пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Енре вырăс чĕлхипе 4981 çын патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытнă. Вĕсенчен 1593-шĕ (32%) 80 тата ытларах балл пухнă, 6-шĕ /0,12%/ чи пĕчĕк кăтартуран та иртеймен.

Экзаменра 30 çын тĕрĕс хуравсемшĕн 100 балл илнĕ: Шупашкарти 3-мĕш лицей (4 çын); Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей, Шупашкарти 1-мĕш тата 4-мĕш гимназисем (3-шер çын); Шупашкарти 2-мĕш лицей (2 çын); Пăрачкав, Тăвай, Вăрнарти 2-мĕш, Комсомольски районĕнчи Нĕркеç, Шупашкар районĕнчи Кӳкеç, Çĕмĕрлери 2-мĕш, Шупашкарти 41-мĕш тата 61-мĕш, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл, Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш шкулсем, Улатăрти 6-мĕш, Çĕмĕрлери 8-мĕш, Шупашкарти 5-мĕш тата 46-мĕш гимназисем, Шупашкарти 44-мĕш лицей (пĕрер çын).

www.hypar.ru



24 июля 2020
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter