Олег Николаев пӗчӗк инновациллӗ компанисене пулӑшу памалли тытӑма ҫӗнӗрен пӑхса тухма хушнă

Олег Николаев поручил пересмотреть систему поддержки малых инновационных компанийУтă уйăхĕн  23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти "НПО "Каскад-ГРУПП" ТМЯО пулнă, вĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă. Чӑваш Республикин территорийӗнче  тата унӑн тулашӗнче те энерги тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ӗҫлекен предприяти автоматизаци рынокне, IT - йышӑнусем тума продукци туса хатӗрлес енӗпе  малтисен ретĕнче тăрать.

Предприяти бази ҫумĕнче  Мускаври Политехника университечӗн филиалне  йӗркеленӗ. Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  специалистсен квалификацине ӳстерессипе ĕҫ-пуҫ епле пулса пынипе кӑсӑкланнă.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Олег Николаев "ӐСТАҪӐ" программӑна хутшăнса мала тухнă ҫамрӑк ӑсчахсемпе  тĕл пулнă, вĕсене наградăсем парса хавхалантарнă.  2007 ҫултан пуҫласа "Наукăпа техника сферинче предприятисен пӗчӗк фондне аталантарма пулӑшмалли фонд" программӑна пурнӑҫлать. Ҫакна палӑртса хӑварармалла: инновациллӗ ӗҫ-хӗлпе усӑ курма тӑрӑшакан ҫамрӑк ăсчахсене тупса палӑртмалли тата пулӑшу памалли массӑллӑ программа ҫӗршывра пӗртен-пӗрре шутланать. Ҫав вӑхӑтра унта 70 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, вĕсенчен 12 пин ытла ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Республикӑри чи пултаруллӑ ҫамрӑксене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан регион Правительстви ҫакӑн пек инноваци проекчӗсемпе кӑсӑкланнине тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшма хатӗррине палӑртнă.

"Сире ӑнӑҫу сунатӑп. Сирӗн ӗҫӗрсене хакланӑ, вӗсене пысăк тĕслĕх вырăнне хурса палăртнă. Сире тата ытларах пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕнетĕп. Атьӑр малалла та ҫавӑн пекех хастар та хӑюллӑн пĕрле килĕшсе ĕҫлер", - тенӗ вӑл.

Инновациллӗ пӗчӗк компанисене пулӑшмалли темӑпа ирттернĕ канашлăва Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин представителĕсм, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен промышленноҫпа энергетикин тата ытти сумлă ертӳҫĕсем те хутшăннă. Олег Николаев инновациллӗ предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне пулӑшмалли кирлӗ тытӑма ҫителĕксĕр тĕрев панине асăрхаттарнă.

"Пӗчӗк инновациллӗ предприятисен  пуҫаруллă проекчĕсем Чӑваш Енре бизнеса аталантармалли тытӑм шайӗнче ниепле техакланманн", - палӑртнӑ вӑл. Кĕске вăхăтрах бизнеса пулăшу памалли майсене пăхса тухма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.



24 июля 2020
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter