Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин ӗҫтешӗсен анлă ларӑвне хутшӑннӑ

Олег Николаев принял участие в заседании коллегии Минтранса ЧувашииУтă уйăхĕн 23-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин ӗҫтешӗсен  анлă ларӑвне хутшӑннӑ.

Канашлура ведомство ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пăхса тухнă, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ тата Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программинче ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ енӗпе йышăннă мероприятисене сӳтсе явнӑ.

Пиллӗк ҫуллӑх программăра автомобиль ҫулӗсен нормативлӑ тӑрӑмне ҫĕнетсе пырассине, ҫавӑн пекех кӗперсене юсассине тата ытти ыйтусем пирки мероприятисене кĕртсе хăварнă. Унсӑр пуҫне регион тата муниципалитетсем хушшинчи пӗтӗмӗшле усӑ куракан автомобиль ҫулӗсен ҫӗнӗ участокӗсене тунӑ чухне  кивĕ грунтлă ҫулсене пăрахăҫласа ҫĕнетсе  пырассипе программӑна  та хута яма палӑртнӑ.

"Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене  вăхăтлăх пурнăҫлакан хушӑвне пурнӑҫланӑ май Чӑваш Ен  Транспорт министерстви Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсем хушшинчи грунтлă ҫулсене пӗтерес ӗҫе пуҫӑннӑ. Паянхи кун эпир асӑннӑ лаптăка ҫĕнетсе хута яма, объект хатĕрлеме проект тăватпăр", - тенӗ Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов.

 Чăваш Республикин транспорт министерствин ертӳҫи, республика территорийӗпе иртекен пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт магистралӗсен федераци проекчӗсене пурнӑҫлама хутшӑнни ҫинчен те каласа панă: Мускав-Чулхула-Хусана (М-12) тата пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чугун ҫул магистралӗн Мускав-Хусан чукун ҫулне, Шупашкар хулин аэропорчӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетес тӗллев лартни ҫинчен те пĕлтернĕ.

Канашлу ĕҫне пӗтӗмлетӳ тунӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ыйтӑвӗсене  ҫирĕп тӗрӗслеве илнине палӑртнă, мĕнпур ресурссемпе туллин те тухӑҫлӑ усӑ курмаллине асăрхаттарса хăварнă. "Иртнӗ ҫулсем пирки калас пулсан, ҫул-йӗр фондне  пăхса хăварнă укҫапа туллин усă курман. Халăх та ҫакна туйнă, пăшăрханса калаҫнă", - тесе хыпарланă регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Республикӑна аталантармалли Комплекслӑ программа ку ӗҫе малашне лайӑхрах йӗркелеме витĕм кӳрессе шанса каланă, сахал мар федераци центрĕ тĕрев парасса та асăннă.

Фоторепортаж



24 июля 2020
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter