Раççей Правительствин премине тивĕçнĕ

Раççей Федерацийĕн ăслăлăхпа техникăн хисеплĕ ĕçченĕ, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕн «Биотехнологи» центрĕн ертÿçи Александр Самоделкин Раççей Правительствин ăслăлăхпа техника премйĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ.

Александр Геннадьевич чĕрчунсен сывлăхне хÿтĕлессипе, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе çĕнĕ меслет шутласа кăларнă. Пултаруллă ăслăлăх ĕçченне Раççей ăслăлăхĕсен академине чĕнсе илсе чысланă. Наградăна тивĕçнĕ ентешĕмĕре академин вице-президенчĕ Ирина Донник тата Юрий Лачуга академик саламланă.

Сăмах май, «Биотехнологи» центра Технологипе управлени академийĕн ректорĕ, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ Иван Селиванов профессор пуçарнипе уçнă.

www.hypar.ru 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
24 июля 2020
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter