Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Суту-илĕвĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани
Суту-илĕвĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Эсир куллен тăрăшса ĕҫленипе эпир лавккасенче тĕрлĕ япала туянма, таварсен питĕ пысăк анлăшĕнче хамăра кирлине тата килĕшекеннине суйласа илме, дистанци мелĕпе саккас панă таварсене килтех илме пултаратпăр. Эсир - хăвăр ĕҫĕрĕн чăн профессионалĕсем, пĕр вырăнта тăмастăр, ҫĕнĕ технологисемпе меслетсене алла илетĕр, ҫав шутра интернет урлă суту-илӳ йĕркелетĕр, клиентсен кăмăлне тĕпе хуракан программăсене ĕҫе кĕртетĕр.
Сире тавар ытларах сутма, ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, телей, сывлăх, тăнăҫлăх тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин
Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев