Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев сывлӑх сыхлавĕн ĕҫĕнчи асăрхавăн федераллă службин ертӳҫипе Алла Самойловăпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ

Олег Николаев провел рабочую встречу с руководителем Росздравнадзора Аллой СамойловойУтă уйăхĕн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев сывлӑх сыхлавĕн  ĕҫĕнчи асăрхавăн федераллă службин ертӳҫипе Алла Самойловăпа ӗҫ тӗлпулӑвне ирттернĕ.

Калаҫӑва ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ Алла Салаева, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов хутшӑннă.

Тӗлпулура ертӳҫĕсем коронавирус енĕпе регионти лару-тӑрӑва сӳтсе явнă. "Республикӑри мӗнпур  мероприятисене Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин хушăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркеленĕ. Сиплев учрежденийĕсенче халăха сыватма, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме условисем ҫителĕклĕ ", - палӑртнă Алла Самойлова.

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫланӑ шайра республикӑри медицина организацийӗсене  ҫĕнетсе пырасси пирки те ыйтăва сӳтсе явнă, ҫитес пиллĕк ҫулта вĕсен тытăмне тата та вăйлатасси пирки калаҫнă.

Олег Николаев программӑна туса хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Алла Самойловăна  тав тунă,  "Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул "  ҫитнине  палăртакан медале парса чысланă.



27 июля 2020
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter