Олег Николаев «Газпром межрегионгаз» генеральнӑй директорӑн ҫумĕпе Денис Волковпа тӗл пулнă

Олег Николаев встретился с заместителем генерального директора «Газпром межрегионгаз» Денисом Волковым Утă уйăхĕн 27-мӗшӗнче Правительство ҫуртĕнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Газпром межрегионгаз»  организацийĕн влаҫ органĕсемпе тата регионсемпе ĕҫлекен генеральнăй директорĕн ҫумĕпе Денис Волковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем тĕпрен 2021–2025-мĕш ҫулсенче Чăваш Енре газ кĕртессипе палăртнă программăна аталантарасси пирки сӳтсе явнă.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикӑн аталану планӗсем пысӑк пулнине каланă, ҫавӑнпа та  ĕҫ хутне малашне  тата та улшӑнусем кӗртме пултарасса палăртнă.

"Иртнӗ эрнере эпир Чӑваш Республикин республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине анлăн тишкертĕмĕр. Ӑна пурнӑҫланӑ шайра Чӑваш Енĕн промышленноҫне ҫӗнӗ вăй-хăват кӳме палăртатпăр. Технопарксем, агротехнопарксем, экотехнопарксем хута яма тĕллев лартнă, производство хăватне ӳстерме плана кĕртнĕ", – тенĕ регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Вăл предприятисем шăпах та,  час-часах газпа усă курма пултарасса асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Ку ыйтусем  ҫине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Пире ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ предприятисем кирлĕ. Эпир республика аталанӑвӗн ресурс базисене те ҫĕнетсе ҫирӗплетӗпӗр", – тенӗ Денис Волков. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин газпа тивӗҫтермелли планĕ ҫитес пиллӗк ҫулта  предприятисене вăй илтерсе пыма самай пысăк витĕм кӳрессине каланă.

Аса илтеретпӗр, регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Санкт-Петербургра ĕҫлĕ визитпа пулнă. Ун чухне шăпах та, «Газпром межрегионгаз»  ТМЯО генеральнăй директорĕпе Сергей Густовпа Чăваш Республикинче ҫут ҫанталăк газĕпе усă курассипе йышăннă аталану программи пирки канашланă.   

 Ун чухне ҫакӑ паллӑ пулнă: 2020 ҫулта региона газпа тивĕҫтерме  "Газпром" 229 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрĕ. Шупашкар хулинче Атăл леш енче 52 ҫухрӑм тӑршшӗ газ пăрăхĕсем сарма, ҫав шутра 21 ҫухрăм - Марий Эл тата 31 ҫухрӑм Чăваш  Республикинче газопровод тума палӑртнӑ. Улатӑр хулинчи керамика комбинатне газпа тивӗҫтерме план тунă.



27 июля 2020
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter