Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине саккунпа ҫирӗплетеҫҫӗ

Комплексную программу социально-экономического развития Чувашской Республики закрепят закономУтă уйăхĕн 24-мӗшӗнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче Чăваш Республикин  экономикăн Аслă канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнĕ.  Унта пухăннисем Чăваш Республикин Комплекслă программине тарăн тишкернĕ.  2020-2025-мĕш ҫулсенче регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине вăй илтерсе пыма май паракан программăри мероприятисемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев тĕплĕн паллаштарнă.

Комплекслă программăна регионсене аталантармалли Пӗтӗм тӗнчери центрта вăй хуракансем туса хатӗрленӗ. Ĕҫ хутне халăхпа пĕрле тарăн сӳтсе явнă.  Унта 1 400 ытла проект тата программа, ҫав шутра инфратытӑм тата социаллӑ сферăна аталантармалли 1 120 проект, ҫавӑн пекех экономика аталанӑвӗн 325 инвестициллĕ проекчĕ кӗнӗ. Программӑна укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли калӑпӑшӗ 264 миллиард ытла тенкӗпе танлашать. "Документ пурнăҫа кĕртмелли хатĕр.  Халăхăн сĕнĕвне шута илнĕ, регионти мĕнпур муниципалитетри ыйтусене тĕпе хурса, ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма май паракан мероприятисене кĕртсе хăварнă» - палӑртнӑ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин экономикине вăй илтерекен тӗп  пайсем: промышленноҫ, аграри комплексӗ, информаци технологийӗсен сферисем, туризм, ҫавӑн пекех  строительство, инфратытăма аталантаракан проектсем  пулĕҫ. Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хăйĕн сăмахĕнче  миграци шутне чакарасси пирки, ҫынсене ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерсси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине палӑртнă. 5 ҫул хушшинче халăхăн тупăшне, таварсен калăпăшне  ӳстермелли пирки те чарăнса тăнă.

Олег Николаев палӑртнӑ ориентирсене ҫирӗплетмелле тенĕ. "Чӑваш Республикин Правительстви республика аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетес енӗпе Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономикин Комплекслӑ программине шута илсе саккун проектне уйӑх хушшинче хатӗрлет", - тенĕ вӑл.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынокӗпе ĕҫлекен Комитечӗн председателӗ, Чӑваш Енӗн Экономикăн Аслă канашӗн председателӗ Анатолий Аксаков программӑна пурнӑҫлас ӗҫе кулленех хутшӑнассине палӑртнă.

"Ҫавӑн пекех предприятисенче, сӑмахран, ятарлă инвестициллĕ контрактсене хатӗрлемелле. Пĕчĕк тата вӑтам хӑватлă тракторсене  тирпейлесе калăпласа кӑларас енӗпе эпир Трактор завочĕпе ӗҫлетпӗр, прибор завочӗпе тачă ҫыхăнура, строительсемпе  тухăҫлă  тăрăшатпăр. Урӑхла каласан, экономикӑри Аслӑ канаш программăна пурнӑҫлас енӗпе малалла  та хастар ĕҫлĕ. Ҫитменнине тата та ҫӗнӗ проектсем хатӗрленӗҫ, Программа – пурнăҫа кĕртмелли тĕп хатĕр. Олег Алексеевич каланӑ пек, чăннипех те  эпир пин-пин ҫынна документ хатӗрлеме явӑҫтартӑмӑр. Халӗ чи кирли - Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫак программӑна пурнӑҫлама явӑҫтарасси. Шанатăп,  Олег Алексеевичпа , халăхпа пĕрле лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫласса", - палӑртнă Анатолий Аксаков.

Экономикăн Аслă канашӗн ларӑвӗне федераци эксперчӗсем хутшӑннă, вĕсемпе пĕрле Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕ Алексей Беспрозванных, Раҫҫей Федерацийӗн строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх Министрӗн ҫумĕ Дмитрий Волков, Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен Министрӗн ҫумӗ Людмила Бокова, сывлӑх сыхлав сферинчи Федерацин асăрхав службин ертӳҫи Алла Самойлова, Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин территорисене аталантарма витĕм кӳрекен Департамент директорĕ Виктор Смирнов, "Промсвязбанк" ПАО правленийӗн Председателӗн ҫумĕ Олег Минаев тата ыттисем те пулнă.  Мероприяти вӗҫленнĕ хыҫҫăн, хисепе тивĕҫниĕ ҫынсене патшалăх наградисене парса чысланă. Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ ята ĕҫ ветеранĕ Александр Петрович Петров тата Чӑваш драма театрӗн художество ертӳҫи Валерий Николаевич Яковлев илнĕ. 

Фоторепортаж



27 июля 2020
07:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter