Республикӑри менпур районта шыв башнисене юсаса ҫӗнетӗҫ

Во всех районах республики будут реконструировать водонапорные башни Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ.  Чи малтанах вăл канашлу ĕҫне пуҫличчен, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явма тытăниччен,  республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи ҫинчен канашланă, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарса панă.  Иртнĕ эрнере кирлĕ ĕҫ хутне анлăн пăхса тухнине, вăл ĕҫе федераци министерствисенче ĕҫлекенсем, паллă ăсчахсем хутшăннине тепĕр хут палăртса хăварнă канашлу ĕҫне малалла тăснă май.

«Строительсем каланă пек, эскиз проектне хатĕрленĕ.  Малашне пирĕн программăри кашни проектпа тĕллевлĕн ĕҫлемелле. Объектсене пурнăҫа кĕртме ятарлă тапхăра палăртмалла, тимлĕ пулмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  Цифра экономики ҫине ытларах таянмалла, вăл мĕнпур сферăна хăвăртрах аталантарма май парать.

Республикăри районсенче шыв башнисене тĕпрен юсамаллине, вĕсене ҫĕнетсе пымаллине те каласа хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пурĕ 217 объект тума палăртнă, вĕсене валли 213,7 млн уйăрнă.  Иртнĕ эрнере укҫасене куҫарнă.  Хальхи вăхăтра муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче объектсене пуҫлама конкурс процедури пырать», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин строительство  министрĕ Александр Героев.   

Ҫурхи тапхăрпа яшсене салтака ăсатни пирки Чăваш Республикин юстицин Патшалăх службин ертӳҫи хыпарланă.  Тĕп ҫар округĕ палăртнă плана рекион туллин пурнăҫланă тенĕ вăл.

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа обществăлла тĕрĕслев пирки саккун улшăнăвĕ  вăя кĕнĕ.  Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче малашне обществăлла канаш членĕсене конкурс витĕр кăларĕҫ.

Чăваш Республикин Обществăлла палатăн экспертсен ушкăнĕн ертӳҫи Ванифатий Шайкин хăйĕн сăмахĕнче халăха ҫывăх ҫынсем, пуҫаруллисем сахалтарах канашсенче тесе палăртнă, вăл ĕҫсене ытларах хастаррисене явăҫтармалла тесе сăмаха малалла тăснă ертӳҫĕ.

«Малашне ĕҫ-пуҫа ҫĕнĕлле йĕркелеме тытăнмалла.  Вĕсен пире пулăшса пымалла, паха сĕнӳсемпе витĕм кӳмелле.  Тухăҫлă йышăнусем тăвас тесен, шăпах та пĕрле килĕшсе ĕҫлени лайăх.  Халăх пăшăрханса ыйтакан ыйтусене татса парас ĕҫре вĕсен пулăшăвĕ пире самай кирлĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



27 июля 2020
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter