Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕпе Александр Морозовпа Тракторсен заводне пулăшу парассипе ҫыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă

Олег Николаев обсудил с замминистра промышленности и торговли РФ Александром Морозовым вопросы поддержки Концерна «Тракторные заводы»Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕпе Александр Морозовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, ертӳҫĕсем «Промтрактор» АО ҫитсе килнĕ, унти   ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Хăнасене палăртнă кун паха таварсемпе,  ЧЕТРА тата АГРОМАШ брендпа калăпланса тухакан техникăсемпе паллаштарнă. Предприятинче пысăк технологи витĕмлĕхĕ пурри куҫкĕретех, ҫакна сумлă ертӳҫĕсем пăхса ĕненнĕ.

«Тракторсен завочĕ» Концернăн инвестициллĕ проекчĕсене пурнăҫа кĕртесси ҫинчен хăнасем сăмахланă, виҫĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассине сӳтсе явнă. Журналистсемпе калаҫнă чухне, Александр Морозов малашнехи тĕллевсем пирки каласа кăтартнă, пуласлăхри ĕҫсемпе паллаштарнă.  «Мĕнпур ыйтусене тарăн сӳтсе яврăмăр, хăшĕ-пĕрисем пирки анлă йышăнусем те туса хăвартăмăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, малашлăхра федераци, регион енчен те укҫа-тенкĕ пуласа шанса каланă.

Канашлура Минпромторг ирттерекен конкурс ҫинчен чарăнса тăнă, унта Концернта тирпейленсе тухакан пысăк калăпăшлă таварсеам тивĕҫлĕ вырăн йышăнасса палăртнă Александр Морозов.

Тракторсен завочĕн инвестициллĕ проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе Чăваш Ен Правительстви те кулленех кăсăкланать тенĕ Олег Николаев.  Импорта таварсене куҫарасси кулленхи ыйтусем тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Машина, трактор таврашне калăпланисĕр пуҫне ытти хатĕрсене тирпейлесе кăларассипе те предприяти тĕллевлĕн ĕҫленине ҫирĕплетнĕ сăмаха вăл.  

Концернăн генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов енчен те патшалăх енчен кăштах та пулин тĕрев пулсан, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама та меллĕ пулĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса, кăшăл вирус амакне те ҫĕнтерме пĕрле аванрах тенĕ.

«Чылай предприяти хăйсен ĕҫĕсене ансатлатса пырать. Киввисене май килнĕ таран ҫĕнетессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Ҫĕнĕ таварсене ыйтакансен йышĕ чакни сисĕнет.  Пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, йывăрлăхсене тен парăнтарăпăр», - палăртнă Андрей Водопьянов.  

Аса илтеретпĕр, иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев    «Промсвязьбанк» ПАО ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, Тракторсен заводне аталантарма финанс тĕлĕшĕнчен тĕрев парассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  

Андрей Водопьянов хăйĕн сăмахĕнче пĕчĕк тата вăтам тракторсене тирпейлесе кăларассипе ятарлă инвестконтрактсене хутшăнасса асăннă, таварсене предприятисемпе организацисене валли тирпейлесе кăларма шантарнă.  

 Фоторепортаж



28 июля 2020
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter