Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Çамрăк лидерсен команди» республика конкурсĕн ҫурма финалне тухнисемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Олег Николаев встретился с полуфиналистами республиканского конкурса «Команда молодых лидеров» Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Çамрăк лидерсен команди» республика конкурсĕн ҫурма финалне тухнисемпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.  Уҫă тĕлпулăва Шупашкарти РАНХиГС йĕркеленĕ.  Мала тухнисене регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан малашне те пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă, кăтартусемпе лăпланса лармалла маррине, ӳлĕмрен те ырми-канми тăрăшмаллине асăннă.   

«Сирĕнтен кашни тĕрĕс ҫул-йĕрпе пырать.Регион аталанăвне пысăк тӳпе хывмалла пултăрччĕ.  Конкурс малалла та пулать.  Пуҫаруллă проектсене пĕрле пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшăпăр.  Республика аталантарас тесен, пирĕнтен кашнин пысăк ҫитĕнӳсем тăвассишĕн ĕҫлемелле, вĕренӳ патне туртăнас кăмăл-туйăма сӳнтерсе лартма юрамасть, тавра курăмлăха ӳстерсе пымалла, тĕллевсем патне хастар ҫитмелле», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикине аталантарма витĕм кӳрекен Комплекслă программăри ĕҫсене пурнăҫлама пĕрле туслăн килĕшсе яланах ĕҫлеме тăрăшмалла, унти палăртнă мероприятисене тĕпе хурса халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма витĕм кӳмелле тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.     

Официаллă пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, тӳрех ҫамрăк яш-кĕрĕм конкурсри ĕҫсене пурнăҫлама пикеннĕ.  Жюри членĕсем вĕсен ăсталăхне курса хакланă.  Финала пурĕ те 25 ҫын тухать, вĕсен вара ыттисемшĕн чăн-чăн паха тĕслĕх пулса тăмалла.

Журналистсемпе тĕл пулса калаҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫамрăксен савăк кăмăл-туйăмĕ, ҫитĕнӳ патне ăнтăлни, тата та лайăхрах ĕҫлеме хавхалантарать тенĕ.  Нарăс уйăхĕнче кадрсен резервне йĕркелессине ҫĕнĕлле пăхса тухма палăртса хăварнине те асăннă вăл сăмах май.  Кун пек ăмăртусем, шăпах та пултаруллă яш-кĕрĕме суйласа илме витĕм кӳнине каланă ертӳҫĕ.    Ҫамрăксем пĕр-пĕринпе курса калаҫни, пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем хатĕрлени хăйех пысăк кăтарту.  Бизнесра тăрăшакансемшĕн, влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсемшĕн ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсем яланах пĕлтерĕшлĕ.

Аса илтеретпĕр, кăҫал нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫӳлерех асăннă ăмăртусем пирки указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ҫамрăк лидерсем конкурса пурĕ 1579 ҫын хутшăнма кăмăл тунă. Ҫурма финалта 92 ача хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.  Тест пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, вĕсен паха ĕҫĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнă.    

«Управлени команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ирттереççĕ. Вĕсене çамрăксене со­циаллă пурнăç, экономика, обществăпа политика тытăмĕсен­че ертӳçĕ должноçĕнче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Çакнашкал ту­пăшусем çамрăк­сене лидер ăста­лăхне кăтартма, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме май параççĕ.  Конкурса хутшăнакансем валли хатĕрленĕ ыйтусем ансат мар. Тупăшу ҫивĕч иртет. Конкурс хастар çамрăксене пĕр-пĕрин опычĕ­пе паллашма, тавра курăма анлăлат­ма, пĕлĕве тарăнлатма май парать - экономика, бизнес, аудит тата ытти те.

Ҫамрăк яш-кĕрĕм пуласлăх ҫине хастар пăхать, кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ вăй-хал хушса, ҫитĕнӳсем тума хавхалансах тăрăшать.   

Фоторепортаж



28 июля 2020
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter