Олег Николаев нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программӑна хӑвӑртлатмалли майсене пăхса тухма сĕннĕ

Олег Николаев предложил механизмы ускорения программы капитального ремонта многоквартирных домов

Утă уйăхĕн 3-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ĕҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвне ирттернӗ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри –  нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли сферӑра саккунсене пурнӑҫланине тата программӑна пурнӑҫа кĕртнĕ май сиксе тухакан ыйтусене  тишкересси.

Сӑмахран, саккунсем  пĕр организацинех аукционсене,  строительство тӗрӗслевне, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене те хутшӑнма май параҫҫӗ, ҫакӑ вара пурнӑҫлакан ӗҫсен пахалӑхне чакарма пултарать. Олег Николаев строительство ӗҫне тӗрӗслеме пӗрлехи заказчик службине явӑҫтармалли майсене пӑхса тухма хушнӑ.

Унсӑр пуҫне регион ертӳҫи виҫӗ ведомствӑна – Финанс министерствине, Строительство министерствине тата  Тӗп юсав фондне – Раҫҫей коммерци банкӗсенчен пӗринче "лайӑх шутласа тата шанчӑклӑн" вырнаҫтармалли механизмсене тишкерме хушнӑ. Ҫакӑ Фонд счечӗ ҫине хушма процентпа тупӑш хывма тата республикӑри тӗп юсав программине хӑвӑртрах пурнӑҫлама май парать тенĕ вăл. Ҫавӑн пекех Олег Николаев тӗп юсавшӑн укҫа-тенкӗне комиссисĕр тӳлеме май паракан мелсене пăхса тухма сĕннĕ.

Палӑртса хӑваратпӑр,  Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӑҫал  нумай хваттерлӗ 49 ҫурта юсанӑ. Ытти ӗҫсене малалла тӑсаҫҫӗ.



03 июля 2020
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter