Олег Николаев Куславкка районне аталантармалли планне Комплекслӑ программа шайӗнче тишкернӗ

Олег Николаев обсудил план развития Козловского района в рамках Комплексной программы

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Куславкка районĕнче пулнă.  Унта ертӳҫĕсем муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пĕтĕмлетнĕ.  Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей  Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Чăваш Республикин спорт министрĕн ҫумĕ Алексей Нягин, Куславкка районĕн пуҫлăхĕ Юрий Петров, Куславкка районĕн администрацийĕн ертӳҫи Андрей Васильев хутшăннă. 

Ĕҫе пухăннисем муниципалитет палăртнă тĕп плана тишкернĕ, Чăваш Республикин 2020-2025-мĕш ҫулсем валли  йĕркеленекен Комплекслă планри ҫул-йĕрсене сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Экономикăн Аслă канашĕн ларăвĕ пулнă, унта шăпах та, уйăх хушшинче тепĕр хут Комплекслă программăри ĕҫ-хĕлсене тĕпрен тишкермеллине палăртса хăварнă. 

Куславкка районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Васильев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине пилĕк ҫул хушшинче аталантармалли Комплекслă программăра Куславкка районĕн пурĕ 93 проект тесе хыпарланă, вĕсем муниципалитетăн инфратытăмне вăй илме витĕм кӳрессе асăннă.  Кунсăр пуҫне коммерциллĕ 8 проект пăхса хăварнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме  500 млн тăкаклама палăртнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти муниципалитетсем хăйсен умне пĕчĕк тĕллевсем лартнине палăртнă, тен, ӳлĕмрен вĕсене анлăлатсан та аван пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  Тĕллевсем уҫăмлă та пысăк пулсан, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе те тăрăшуллăрах, ҫивĕчрех ĕҫлеме тивет малашне тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

«Пуласлăх ҫине тимлĕрех пăхмалла.  Пĕр 2-3 ҫул малалла план тумалла.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ аталану ҫул-йĕрĕсене палăртмалла.  Ун пек чухне пысăк кăтартусем патне ҫитме те аванрах пулĕ», - тенĕ вăл.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, «Автофургон» ТМЯО ҫитсе килнĕ.  Районта ытларах производство тытăмне вăй илтермеллине, ун чухне ҫĕнĕ шая хăпарма та муниципалитета ҫăмăлрах пуласса каланă вăл.  Тепĕр пысăк утăм тума пулăшакан тытăм – туризма аталантарни.  Куславкка Атăл юхан шывĕпе юнашар.  Апла пулсан, туристсене явăҫтарма та меллĕ палăртнă муниципалитетра. Чи кирли, халăх валли хăтлă условисем йĕркелесе парасси. Спорт, экотуризма ытларах аталантармалла. Плана кĕртсе хăварнисене пурнăҫлама 628 млн тенкĕлĕх инвестици хывма палăртнă.    Енчен те мĕнпур ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрсен, 2026-мĕш ҫулсенче туристсен шучĕ ҫулталăкне 40 пин ытла ҫын пулмалла.   

Палăртнă кун Олег Николаев Куславккари ача садне, ҫĕнĕ шкула кĕрсе тухнă, унти строительство ĕҫĕсемпе паллашнă, спорт площадкине   ҫитсе килнĕ, условисене курса хакланă.

Фоторепортаж



03 июля 2020
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter