Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫтешӗсен коллегийӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннă

Олег Николаев принял участие в работе коллегии Минздрава ЧувашииУтă уйăхĕн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫтешӗсен коллегийӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннă.

Республика Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин  видеоконференци режимӗнче санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ пирки ыйтăва хускатнине, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ кӗркуннепе хӗллехи тапхӑра епле хатӗрленсе пынипе кăсăкланнине пӗлтернĕ.

"Эпир халӗ ерекен ҫӗнӗ коронавирус инфекципе активлă кĕрешетпĕр. Лару-тӑру япăхах мар.  Чир-чĕр лăпланса пырать.  Анчах та ҫакна лайăх астумалла, кӗркунне умӗн  халăх тепĕр хут аптрама, ыйту ҫивӗчленме пултарĕ, мӗншӗн тесен ку инфекци шăпах та йĕпе-сапара алхасма пуҫлани никамшăн та вăрттăнлăх мар", - тенĕ Олег Николаев.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫитес тапхӑра хатӗрленме, кирлĕ пек мĕнпур профилактика ĕҫĕсене туллин йĕркелеме чĕнсе каланă. Ҫынсене реабилитацилес ӗҫе ытларах тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ вăл сăмаха ҫавăрса.

Канашлура республикăн сывлӑх сыхлавне аталантармалли плансене сӳтсе явнă. Ҫавӑн пекех регионăн социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх Комплекслӑ программи пирки чарăнса тăнă, унти мероприятисем ҫинчен канашланă. Кадрсем хатӗрлес ыйтăва та ҫĕкленĕ ертӳҫĕсем. Олег Николаев республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсенче ҫамрӑк специалистсене медицинӑна явӑҫтарас енӗпе, ҫавӑн пекех вӗсене республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсенче ҫирӗпленме пулӑшасси ҫинчен пӗлтернĕ. Сӑмахран, Федераци травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗн сӗнӗвне ырланă,  врач-стажерсем вӗренсе пынӑ май ӗҫ укҫи те илме пултарччӑр тенĕ сĕнӳ уйрăмах паха тенĕ вăл.

"Сывлӑх сыхлавӗн отраслӗнче ӗҫлекенсене, волонтер-медиксене, пӗр чӑрмавсӑр ӗҫленӗшӗн тав тăватăп. Сирĕн ĕҫ Чӑваш Енӗн ҫӑмӑлах мар саманчĕсене чӑтса ирттерме май пачӗ", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хӑйӗн сӑмахне.

Олег Николаев сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсене патшалӑх тата ведомство наградисене парса чысланă.

Фоторепортаж



30 июля 2020
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter