Чӑваш Енре ЖКХ объекчӗсенчи лару-тăрăва мониторинг туса тăракан центр йӗркелеме палăртаҫҫĕ

В Чувашии создадут центр мониторинга инцидентов и аварий на объектах ЖКХ Утă уйăхĕн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ЖКХ сферин ыйтăвĕсемпе талӑкĕпех ĕҫлекен центр туса хурас тĕллевпе канашлу ирттернӗ. Енчен те кун пек центр хута кайсан, коммуналлă пулăшу ĕҫĕсемпе тивĕҫтерес  сферăри мĕнпур ҫитменлĕхсене пĕр тытăма пухса пырĕ.   

 Центр Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерствипе тӳр килсе ĕҫлĕ. Кун пек ĕҫе йĕркелени федераци центрне регионсем кĕркуннехи хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленсе пынине тĕрĕслесе тăма май парать.

"Объектсем ЖКХ сферине пӗтӗм Раҫҫей шайĕнче ҫирĕп тĕрĕслеве илме витĕм кӳреҫҫĕ.   Ку таранччен информаци тĕрлĕрен те пулкаланă. Кирлĕ пек мĕнпур структурăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырайманни те куҫкĕретех", - тесе  палӑртнă Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев. Хальхи вӑхӑтра  ҫакнашкал тытӑм Раҫҫейри 47 регионта ĕҫлет. Авăн уйăхĕн 1-мӗшӗ тĕлне ытти регионсен те хутшӑнмалла вăл ĕҫе.

"Лару-тӑрӑва мониторинг урлӑ эпир пĕлсе тăрăпăр. Анчах та чи кирли тишкерӳ туни, профилактика мероприятийӗсене ирттерни. Чăрмавсене те вăхăтра сирсе яма пултарайратпăр. Паллӑ ӗнтӗ, ҫакӑ тухӑҫлӑрах йышӑнусем тума тата, ҫавна пула, бюджет укҫи-тенкипе тĕллевлĕн усӑ курма май парать", -  тесе хăй сăмахне каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Фоторепортаж



31 июля 2020
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter