Олег Николаев Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствине йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

Олег Николаев поздравил МВД по Чувашской Республике со 100-летием со дня образования

Паян, утă уйăхĕн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органĕсене йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса, ШӖМ ӗҫченӗсен музейӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне халалланӑ ҫӗнӗ зал уҫнӑ.

Паллă пулăма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри полицин (милицин)  тĕрлĕ вăхăтри ертӳҫĕсем: Вадим Антонов полици генерал-лейтенанчӗ, отставкӑри полици генерал-майорӗ Сергей Неяскин, отставкӑри милици генерал-майорӗсем Петр Долгачевпа Михаил Киселев  хутшăннă.

Шӑп 100 ҫул каялла, 1920 ҫулхи июнӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре автономи облаҫне туса хурасси ҫинчен калакан документа йышӑннӑ хыҫҫӑн влаҫ орга­нӗсемпе управлени органӗсене йӗркелес ӗҫ пуҫланнӑ. Чăваш Енре милици органĕсене йĕркелесе янă кун утă уйăхĕн 6-мӗшӗ пулса юлнă.

"Паллах, Чӑваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин ҫирӗплӗхӗпе тухӑҫлӑхӗн никӗсӗ – полици ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗ тата хӑйсен тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани. Сирӗнтен кашниех,  республика территорийӗнче общество хӑрушсӑрлӑхне тата саккунлӑха ҫирӗплетес енӗпе хӑйӗн тӳпине хывать", -  тесе каланă Олег Николаев право ӗҫченӗсене саламланӑ май. Пурне те ҫăмăл мар ĕҫре тӳсĕмлĕх, ырлăх-сывлăх суннă. 

Службӑра  пысăк хисепе тивĕҫнисене, сумлă ветерансене уяв ячĕпе, паллă куна халалласа  Чӑваш Республикин патшалӑх тата ведомство наградисене парса чысланă, ҫавӑн пекех "Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул"  медальпе хавхалантарнӑ.

 Фоторепортаж



06 июля 2020
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter