Чӑваш Енре пӗр хутчен парса тивĕҫтермелли тӳлевсем пирки тата уйăхсерен илмелли тӳлевсем ҫинчен 97 процента яхăн ҫын электронлӑ майпа ыйтса ҫырнă

97% заявлений на ежемесячные выплаты и единовременную выплату в Чувашии было подано в электронном виде

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видео-канашлу ирттернĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Роза Кондратьева хăйĕн сăмахĕнче республикăри ачаллӑ ҫемьесене патшалăх енчен мӗнлерех пулăшупа тивĕҫтернипе паллаштарнă.  Виҫĕ ҫула ҫитмен ача пур ҫемьесене уйăхсерен 5 пин тенкĕ панине, кун пек пулӑшӑва 46 пин ҫын тивĕҫнине асăннă.  Виҫĕ ҫултан пуҫласа 16 ҫула ҫитнисене пĕр хутчен кашнине 10 пин тенкĕ парса пулăшни пирки те каласа кăтартнă.  Ҫавнашкал пулăшупа вара регионта 137 пин ачана титвĕҫтернине хыпарланă вăл. 

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикинче ачаллă ҫемьесем пĕтĕмпе 5 млрд тенкĕлĕх пулăшу илĕҫ», - тенĕ ведомство ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.

«Ĕҫе ҫав тери лайăх йĕркеленĕ.   Кун пек паха ĕҫ опычӗпе малалла та усă курмалла.  Пулăшăва юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен парасси паллă. Енчен те кам та кам патшалăх пулăшăвне тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтра илеймен, вĕсен ҫак юлнă тапхăрта ҫине тăрсах ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртсе пĕтермелле», – тесе асăннă вăл. 

Чăваш Енре пурăнакан сахал тупăшлă ҫемьесене те патшалăх пулăшу парать.  Социаллă хӳтлĕх паракан центрсем 3-7 ҫулти ачасене уйрӑмах тимлӗх уйӑрмал-лине асра тытса ӗҫлӗҫ.

Ялта ĕҫлесе пурăнакансене патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫать.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче ял тăрăхĕсенче пурнăҫа кĕрсе пыракан проектсем пирки чарăнса тăнă.  Тăван ен тавралăхне тирпей-илем кĕртессипе муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче хастар ҫынсем тăрăшнине хыпарланă вăл. Ял терри-торийĕсем илемленсе хăтлăланса пыраҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май. 

2020-мĕш ҫулта республикăра пурĕ 737 проекта пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Кунсăр пуҫне, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев тăрăшнипе, кашни ял тăрăхне республика хыснинчен 100 пин тенкĕ куҫарса панă.  Ҫав укҫа-тенкӗпе районсенче 1873 проект пурăҫласшăн.  Палăртнă ыйтупа хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă район тата хула администрацийĕсен ер­тӳҫисене республика ертӳлĕхĕ. 

«Пирĕн ялсене илемлетсе хăтлăлатма тата та ытларах майсем уҫăлса пыраҫҫĕ.  Халăха пурăнма йӗркеллӗ условисем туса парас тесен сахал мар тăрăшмалла. Кĕске вăхăтрах ялсен сăн-сăпатне лайӑхлатса пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Пурин те ҫак ĕҫе хутшăнмалла, унта кашниех курӑмлӑ тӳпе хывассишĕн тăрăшмалла», - тесе чĕнсе каланă Олег Николаев.  

Паян канашлура ҫавӑн пекех Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин 2020-2024-мĕш ҫулсем валли палăртнă аталану ҫул-йĕрне пăхса тухнă, тĕп тĕллевсем ҫинче тĕплĕн чарăнса тăнă.   



06 июля 2020
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter