Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен органӗсене туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Хисеплӗ полици ӗҫченӗсем тата милици ветеранӗсем!

 Сире Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен органӗсене туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Республикӑра лӑпкӑ лару-тӑру хуҫаланни, халӑх шанӑҫӗпе хӑрушсӑрлӑх тивӗҫлӗ шайра пулни – сирӗн ӗҫӗр кӑтартӑвӗ.

Паллах, Чӑваш Енри ШӖМ ӗҫ-хӗлӗн ҫирӗплӗхӗпе тухӑҫлӑхӗн ни­кӗсне полици ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗ тата вӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене яланах тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани йӗркелет. Сирӗнтен кашниех, званине тата йышӑнакан должноҫне пӑхмасӑр, республика территорийӗнче общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тата саккунлӑха ҫирӗп-летес тесе ырми-канми тӑрӑшать. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн.

Преступлени тӑвассипе кӗрешес тата право йӗркине сыхлас ӗҫре нумай ҫул хушши пухнӑ хӑйсен нимрен паха опытне хальхи йӗрке хуралҫисен ӑрӑвне паракан республикӑри шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсене уйрӑммӑн ӑшӑ сӑмахсемпе палӑртса хӑварас тетӗп.

Ҫак паллӑ та асран кайми кун паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн, хас­тарлӑхӑршӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗршӗн тата служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа пынӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тунине йышӑнсамӑр.

Хӑрушӑ та ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                      Олег Николаев



06 июля 2020
07:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter