Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Ен аталанӑвӗн Комплекслӑ программи шайӗнче монохуласен пуласлӑхне сӳтсе явнă

В Новочебоксарске обсудили будущее моногорода в рамках Комплексной программы развития Чувашии

Утă уйăхĕн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Енĕн Социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине  анлăн сӳтсе явнă.   Канашлăва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хутшăннă.

Мероприятие видео-конференц-ҫыхӑну йӗркипе  ирттернĕ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата "Регионсен аталанӑвӗн Пӗтӗм тӗнчери центрӗ"  АХО генеральнӑй директорӗ Игорь Меламед хутшӑннă.

Канашлӑва хутшӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкарăн пилӗк ҫулхи комплекслӑ программӑна кӗнӗ малашлӑхлӑ ҫул-йӗрне сӳтсе явнă.  Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ – финанс министрӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Михаил Ноздряков каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарăн инфратытӑмпа ҫыхӑннӑ 17 проектне тата коммерциллĕ 12 проектне программăна кĕртнине асăннă. Анчах та вырӑнти влаҫсенчен, ҫавӑн пекех хула территорийӗнче вырнаҫнӑ предприятисемпе организацисен ертӳҫисенчен хушма сӗнӳсем татах та пулнă.  Вăл сĕнӳсене те комплекслӑ программӑна кӗртсе хăварма ыйтнă.

Ҫӗнӗ Шупашкарта социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территори туса хурассипе ҫыхӑннӑ плансене уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен кӑҫал экономика зонинче ҫӑмӑллӑхлӑ условисем туса хума заявка  тăратнă. Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерстви ыйтăва тишкерет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарăн пысăк ӳсĕмсем тума мĕнпур условисем ҫителĕклĕ пулнине каланă. "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви, инфратытӑм, социаллӑ объектсем тӑвас енӗпе сахал мар ыйтăва сӳтсе явнă пĕр пухăннă пек чухне. Ҫаксем пурте, Ҫӗнӗ Шупашкар хулине аталантармалли программӑна пуянлатӗҫ, бизнеса аталантарма тата республикӑри пурнӑҫ условийӗсене улӑштарма ҫӗнӗ майсем туса парӗҫ", — тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

 

Фоторепортаж



06 июля 2020
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter