Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев мăшăрĕпе ӳкерĕннине Инстаграмра вырнаҫтарнӑ

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке Инстаграмри страницинче вырнаҫтарнӑ.

Олег Николаев ытти чухне ӗҫпе ҫыхӑннӑ постсем лартаканччӗ. Хальхинче вӑл арӑмӗпе ӳкерӗнӗ сӑнӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ.

Постра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнкун, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, эпир Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне уявлӑпӑр. Ҫавӑн умӗн республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗ #МояСемьявЧувашии (чӑв. #ЧӑвашЕнриМанҪемье) флешмоб пуҫарнине пӗлтернӗ. Унта Олег Николаев та хутшӑнас тенине пӗлтернӗ. Ҫемье пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлине, пурнӑҫри йывӑр самантсенче чун канӑҫлӑхне килте тупнине, телейӗмӗре ҫемьепе пайланине палӑртнӑ. Республикӑра пурӑнакансене Ҫемье кунӗпе саламланӑ.



https://www.chuvash.org/news/25562.html
06 июля 2020
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter