Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă

Олег Николаев заявил о дополнительных мерах поддержки многодетных семей

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă.

«Кашни килте ăшă та хăтлă пулсан, юратупа ҫураҫу хуҫалансан, пирĕн ҫĕршыв йӗркеллӗн малалла аталанĕ, хăватланса вăй илсе пырĕ», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан видео-ҫыхăну мелӗпе йӗркеленӗ тӗл пулура.

Тӑван кил-йышран ҫывӑхраххи тата хаклӑраххи урӑх никам та ҫук, ҫывӑх ҫынсем пире яланах ӑн­ланаҫҫӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшаҫҫӗ, телейлӗ пулма тата пурнӑҫ тӗллевне тупма пил параҫҫӗ.

«Нумай ачаллă ҫемье ыттисемшĕн яланах паха тĕслĕх пулмалла», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Унтан ырă пуҫарусем пирки чарăнса тăнă, ҫĕнĕ пулӑшу мелӗсем ҫинчен каласа кăтартнă.   

Ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси, ашшӗ-амӑшне пулӑшу парасси, ачасене тивӗҫлӗ воспитани пама лайӑх майсем туса парасси малашне те патшалӑхӑн тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче пулӗҫ тенĕ Ертӳҫĕ.

«Халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă чухне манран ҫынсем нумай ачаллисем, сӑмахран, пилĕк ачаллӑ ҫемьесем валли, кăштах та пулин урăхларах пулăшу пулмасть-ши тесе ыйтнăччĕ.  Паян кун пирки уҫҫăнах пĕлтерме пултаратăп.  Енчен те ҫемьере ачасем нумай пулсан, вĕсен шучĕ пиллĕкрен е унтан та иртсен ҫитес ҫултан транспорт енĕпе тӳлемелли налук ҫăмăллăхĕ пулĕ», - тесе хыпарланă вăл. 

Кунсăр пуҫне пилĕк е тата ытларах ача пулсан, патшалăх енчен куҫакан пулăшу виҫине кăштах ӳстерес ыйтăва тĕпчеҫҫĕ. Апла пулсан, Чăваш Республикин Ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министерствине тата Финанс министерствине асăннă ыйтăва ҫитес вăхăтра пăхса тухмаллине чĕнсе каланă, сĕнӳсем тăратма хушнă.

Паян, савăнăҫлă кун, йăлана кĕнĕ тăрăх, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Пысăк хисепе Муркаш районĕнче пурăнакан Егоровсен ҫемйи тивĕҫнĕ. 

Ҫĕмĕрле районĕнче пурăнакан Долговсем, Шупашкар районĕнче пурăнакан Егоровсем те патшалăх наградине илнĕ. Мăшăрсем чăнласах та, ыттисемшĕн ҫав тери паха тĕслĕх. 

Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса Улатăр хулинче пурăнакан Гороховсен ҫемйине медаль парса хисеп тунă. Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ананьевсем ултă ача пăхса ҫитĕнтереҫҫӗ, вĕсене амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе чысланă. Пурне те ырлӑхпа юрату тата килӗшӳ суннă паян уявра.

Пандемие пула паянхи мероприятине видео-ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ, апла пулсан, патшалăх наградисене ҫемьесене район тата хула администрацийĕсенче тăрăшакансем ҫитерсе парĕҫ.



08 июля 2020
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter