Олег Николаев ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемпе вырӑнти производство продукцийӗсене анлăрах сарасси пирки сӳтсе явнă

Олег Николаев обсудил с сельхозтоваропроизводителями продвижение продукции местного производстваУтă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев апат-ҫимĕҫ таварĕсене сутассипе ĕҫлекенсен ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашнă.  Ертӳҫĕсемпе  кулленхи пурнăҫра тĕл пулакан ыйтусене сӳтсе явнă, хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсен пахалăхне курса хакланă.

Чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хулари хăш-пĕр предприятисене ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă.  Шупашкарти ҫăкăр пĕҫерекен 2 №-лĕ завод ҫĕнĕ лини хута янă, таварсен калăпăшне ӳстерме хăтлă условисем йĕркеленĕ.  Шăпах та, палăртнă кун паллă пулăма регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан хутшăннă.

Апат-ҫимĕҫ таварĕсене тирпейлесе кăларакан предприятисен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ вăхăтра таварсене халăх патне ытларах Интернет урлă илсе ҫитермеллине чĕнсе каланă Олег Николаев.  Хăш-пĕр сезонра таварсене халăх патне анлăрах илсе ҫитерес тĕлĕшпе пасарсенче ятарлă ярмăрккăсем йĕркелесен те вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вӑл сăмаха малалла тăснă май.

«Ыйтусене пурнăҫа кĕртсе пырассипе пĕрле килĕшсе ĕҫлĕпĕр.  Хальхи вӑхӑтра тухса тăракан актуаллă ыйтусем сахал мар.  Таварсене пĕрлехи брендпа палăртсан, пурте пĕрле вӑй хурсан ӗҫ вырăнтан хускалĕ. Халăха паха та сывă апат-ҫимĕҫпе тивӗҫтересси те йӗркеллӗн пулса пырĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.    

 

Фоторепортаж   



08 июля 2020
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter