Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫемье – ҫыннӑн тӗп пуянлӑхӗ, ӑс-хакӑл управҫи тата кашнинех вӑй-халпа хавхалану кӳрсе тӑракан хӑватлӑ ҫӑл куҫ. Тӑван кил-йышран ҫывӑхраххи тата хаклӑраххи урӑх никам та ҫук, ҫывӑх ҫынсем пире яланах ӑн­ланаҫҫӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшаҫҫӗ, телейлӗ пулма тата пурнӑҫ тӗллевне тупма пил параҫҫӗ.

Ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси, ашшӗ-амӑшне пулӑшу парасси, ачасене тивӗҫлӗ воспитани пама лайӑх майсем туса парасси малашне те патшалӑхӑн тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче пулӗҫ.

Сире пӗтӗм чунтан ҫемьере пысӑк телей, ҫураҫулӑх, ырлӑхпа юрату тата килӗшӳ сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                          Олег Николаев



08 июля 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter