Чӑваш Енĕн ҫӗнӗ прокурор

В Чувашии назначили нового прокурора

Паян, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чăваш Республикин ҫĕнĕ прокурорӗпе паллаштарнă.  Ку тивĕҫе малалла юстицин 3 класлă советникĕ Андрей Фомин пурнăҫласа пырӗ.

1992 ҫултан пуҫласа вăл Ярославль облаҫĕнчи прокуратура органӗсенче ӗҫленӗ.

  2010–2014-мĕш ҫулсенче Ярославль облаҫĕн прокурорĕн ҫумĕ пулса вăй хунă.

 2014 ҫулхи ҫурла уйăхĕнчен пуҫласа - Крым Республикин прокурорĕн пĕрремĕш ҫумĕ. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республика Прокуратурин ҫӗнӗ ертӳҫине халичченхи паха ĕҫ опытне тĕпе хурса Чăваш Ен халăхӗн ырлăхĕшĕн тăрăшма чĕнсе каланă.  Малашне асӑннӑ ведомствӑпа тухăҫлă хутшӑнса ĕҫлессине те палăртса хӑварнă.  



08 июля 2020
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter