Медальпе чысланă

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕ — Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ. Патăрьел районĕнче вăрах вăхăт пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемьесене чысланă. «Юратупа шанчăклăх» общество наградине ку тăрăхри виçĕ çемье илме тивĕçнĕ: Леонтипе Анисия Александровсем, Николайпа Зинаида Хураськинсем, Семигулпа Гельшат Басыровсем.

Александровсем ĕмĕрĕпех Пăлапуç Пашьелте пурăннă. Иккĕшĕ те кунтах çуралса ӳснĕ. Çемье пуçĕ — вăрман хуçалăхĕнче, арăмĕ колхозра вăй хунă. Ĕçри хастарлăхшăн вĕсене Хисеп грамотисемпе дипломсем, медальсем парса хавхалантарнă. 1969 çулта çемье çавăрнă мăшăр 3 ывăлпа пĕр хĕр пăхса ӳстернĕ. Юрра-кĕвве юратакансем вырăнти «Пашьел» фольклор ансамбльне çӳреççĕ.

Пысăк наградăна тивĕçнĕ ытти çемьесем пирки те çакнах каламалла.

www.hypar.ru

 



09 июля 2020
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter