Кĕнеке чун апачĕ
Вулавăшсем паян кĕнекепе тивĕçтерекен вырăн çеç мар, кулленхи пурнăçра, вĕренÿре, ĕçре кирлĕ мĕн пур информацие тупма пулăшакан, пĕлĕве ÿстерме май паракан центр та. Виçĕ уйăх ытла вĕсем хупăччĕ, халĕ вара хăшпĕр пайсем вулакансене йышăнма тытăнчĕç. Паллах, сыхлăх йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлеме тивет.