Сывлăх — чи хаклă пурлăх
Республикăра пурăнакансен вăтам ĕмĕрĕ 73 çултан иртнĕ. 60 тултариччен вилекенсен шучĕ чакнă. Ку çитĕнӳре профилактика ĕçне вăйлатни к пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енри 600 пин çын сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ - малтанхи çулхинчен пĕр хут çурă ытларах. Çак кăтартусене паян Правительство ларăвĕнче пĕлтерчĕç.