Аталану çул-йĕрĕ
Чир-чĕр алхаснă вăхăтра чылай предприяти йывăрлăхсем тÿсет. Анчах та пурнăçра, производствăра кирлĕ таварсемпе тимлекен пĕрлешӳсен малалла аталанмалли çул-йĕре палăртмалла. Шăпах, çак тĕллевпе Шупашкарти çăкăр пĕçерекен предприятисенче çĕнĕ линисем хута ячĕç. Унта регионта туса кăларакан продукцие сутма, вырнаçтарма майсем тумалли пирки калаçрĕç.