Олег Николаев ҫитес суйлавра халăха санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхĕпе тивĕҫтерме хушнă

Олег Николаев  поручил обеспечить санитарно-эпидемиологическую безопасность на предстоящих выборахҪурла уйăхĕн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере Правительство пайташĕсемпе ирттерекен канашлура ҫитес авăн уйăхĕнче пулакан суйлавра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли пирки, ҫынсен сывлăхне упрассипе кирлĕ пек мĕнпур мерăсене пăхăнса пымаллине чĕнсе каланă. Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче суйлавҫăсем Чăваш Республикин Пуҫлăхне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйлĕҫ.

"Пӗрлехи сасăлав кунне йĕркелесе ирттерме хатĕрленӳ ĕҫĕсем  саккунсене пăхăнса ҫирĕп пурнăҫламалла. Ку хутĕнче мероприятисем тата та анлăрах пуласси пурсăмăршăн та паллă», - тенĕ вӑл.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан республика Правительствин вице-премьерине Алла Салаевăна ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тăрăшакансене хатĕрленӳ тапхăрне хастартарах хутшăнтармаллине, мĕнпур ĕҫсене кирлĕ пек шайра  йĕркелесе пыма пулăшмаллине каланă.

Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн Управляющийӗ Роза Кондратьева хăйĕн сăмахĕнче  2020 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа страхлав пенсийӗсене ӳстересси ҫинчен пӗлтернӗ.

Республикӑра  ҫурла уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 83,6 пин ытла ӗҫлекен пенсионер, ҫав шутра 3,6 пин уйрӑм предприниматель ĕҫ хучĕсене ҫĕнĕрен пăхса тухса ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнине асăннă. Укҫа виҫи хăпарасси, пĕтĕмпех ĕҫ укҫин калăпăшĕнчен килет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Паян канашлура ĕҫ укҫисен парăмĕсем пирки те сăмах хускатнă, вĕсене татса парассипе йышăнмалли мерăсем пирки калаҫнă.

Чăваш Енри патшалăх ĕҫлев инспекцийĕ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйăхĕн 4-мӗшӗ тĕлне регионти ӗҫ укҫипе парăм 59,7 миллион пухăнса кайнă. Республикăра ку ыйтăва 32 организацире тивĕҫлĕ татса парайманни куҫкĕретех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа  кăтарту паллах, 4,6 миллион тенкӗлӗх (7,2%) чакнӑ. Апла пулсан, халăха ĕҫ укҫин парăмне саплаштарса пырас тесе тăрăшни те сисĕнет.

Олег Николаев Чӑваш республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене  предприятисене тӗрӗслесе тӑрас ӗҫе вӑйлатма, комиссисен тухӑҫлӑхне ӳстерме хушнă. Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан предприяти ӗҫӗсен лару-тӑрӑвӗшӗн  пурсăмăр та яваплӑ пулнине аса илтернĕ.

Йĕрке пăсакансене, ҫийĕнчех тупса палăртмалла, явап тыттармалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  влаҫ органĕсенче вăй хуракансене тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлемеллине, ĕҫ тухăҫлăхне кулленех ӳстерсе пымаллине те чĕнсе каланă.  Палăртнă мероприятисене вăраха тăсса пурнăҫласа пыма юрамасть тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  



10 августа 2020
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter