Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «Надежда» санаторине ҫитсе килнĕ, унти условисемпе паллашнă

Олег Николаев предложил частично субсидировать медицинскую реабилитацию переболевших коронавирусомҪурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «Надежда» санаторине ҫитсе килнĕ, унти условисемпе паллашнă.  Кунта нумаях пулмасть кăшăл вирус инфекцийĕпе  чирлесе сывалнисене ку учрежденире реабилитаци тапхăрĕнче  кану мероприятийĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.

Санаторийĕн генеральнăй директорĕ Татьяна Бикчантаева хăйĕн сăмахĕнче халăха кирлĕ пек медицина пулăшăвĕ тата кану условийĕсем хатĕрлесе панине асăннă.  Кунти таса шыв хăйне евĕр паха пулнине те асăнса хăварнă учрежденийĕн ертӳҫи.  Крым тата Кавказ тăрăхĕнчен илсе килекен шывсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, пахалăхĕпе те лайăх пулнине пĕлтернĕ. Канма, сывлăха ҫирĕплетме килекен  халăх та ҫакнах ҫирĕплетнине хыпарланă вăл сăмаха малалла вакланă май.   

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем ĕҫлĕ канашлу та ирттернĕ. Тĕрлĕ ыйтусем тавра канашланă, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.  СOVID-19 чирĕпе йывăр аптраканнисем ОМС шучĕпе кану, сывлăха ҫирĕплетмелли учрежденийĕнче хăйсен сывлăхне  лайăхлатма витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ ведомство ертӳҫи.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă, ҫынсене кану учрежденийĕнче аптатлантармалли йĕркесем пирки сăмах пуҫарнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев   СOVID-19  чирне тӳссе ирттернисем валли республика хыснинчен реабилитаци вăхăтĕнче апатлантарма кăштах та пулин субсиди мелĕпе укҫа-тенкĕ пăхса хăварма сĕннĕ.  Йывăр аптранисене май килнĕ таран патшалăх енчен  тĕрев парса пулăшмаллине асăннă ертӳҫĕсем.  Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта пĕтĕмпе 2420 ҫын усал чир амакĕ хыҫҫăн, хăйсен сывлăхĕ аптранине самай туять, вĕсене реабилитаци тухма  сĕнеҫҫĕ специалистсем.  

Фоторепортаж



10 августа 2020
18:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter