Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Ĕҫ тата социаллă хӳтлĕх министерствин анлă ларăвне хутшăннă

На расширенном заседании коллегии Минтруда обсудили приоритетные задачи на ближайшие пять летҪурла уйăхĕн 7-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Ĕҫ тата социаллă хӳтлĕх министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Унта пухăннисем ведомствăн ҫур ҫулхи ĕҫне тишкернĕ, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн Комплекcлă программине сӳтсе явнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки калаҫнă.  

«Министерствăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăха суйласа илнĕ професси пĕлĕвĕпе ĕҫ тупса, ăсталăха туптама витĕм кӳресси.  Общество пĕрлешĕвĕсен ĕҫне йĕркелеме условисемпе тивĕҫтерсе, кирлĕ пек вăхăтра пулăшу парасси те кун йĕркинчех кулленех пулмалла. Ĕҫсĕр тăрса юлнисене пулăшу парасси те ҫак ведомствăн тĕллевĕсенчен пĕри тесен те йăнăш мар», - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова аталану программин тӗп тӗллевĕсене татса парас ӗҫре демографи программисем, регион ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхĕпе унăн шайне ӳстерес ыйтусем малти вырăна тухнине каланă.

Республикӑра социаллӑ контракт пурнӑҫа кĕрет. Чӑваш Ен - асӑннӑ практикӑна ӗҫе кӗртес енӗпе тимлекен темиҫе пилотлӑ регионсенчен пӗри шутланса тăрать.

Республикӑри 260 пин ытла ҫемье кӑҫалтан пуҫласа социаллӑ пулӑшусен тĕрлĕ  енĕпе усă курнă. Виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫул таран ачасемшӗн тӳлемелли укҫан виҫине хăпартнă,  амӑшӗн капиталӗн виҫи пысӑкланнӑ тата асӑннӑ капитал шучӗпе пӗр хутчен 20 пин тенкӗ алла илсе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама юрать.

"Нумай ачаллӑ ҫемьесенчи шкул ачисемшӗн вӗренӳ ҫулне хатӗрленме – 5 пин тенкӗ пӗр хутчен пама йышăну  тунă. Заявленисене йышӑнас тата укҫана куҫарса парас ĕҫе  ку эрнере пуҫлĕҫ. Ҫӗнӗ ҫултан 5 тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли хушма майсем йӗркелеҫҫӗ", - палӑртнӑ Алена Елизарова.

Программӑри  тĕп мероприятисен шутне халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсма условисем йĕркелесе парасси. Ҫавӑн пекех ҫитес пилӗк ҫулта халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсен тухӑҫлӑхӗ ӳсмелле. Пĕр сăмахпа каласан, ватăсене те пысăк тимлĕх уйăрасси куҫкĕретех.

 Региона комплекслă аталантарса пыма май паракан программăна тĕрлĕ экспертсемпе тарăн сӳтсе явнă, ҫитес пилĕк ҫулта пурнăҫламалли мероприятисене туллин тишкерсе тухнă.

"Программӑна пурнӑҫланӑ май пирӗн пурнӑҫ лайӑхланасса шанатпӑр. Анчах та ҫакна тӑвас тесен пирӗн пурин те  пĕрле килĕшсе вӑй хумалла,  кашнин хӑйӗн ĕҫ вырӑнӗнче к тăрăшса ӗҫлемелле", - палӑртнӑ Ĕҫ министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн пайташĕ Леонид Шимин.

Мероприяти вӗҫленнӗ май Олег Николаев отрасльти чи лайӑх ӗҫченсене Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа асӑнмалӑх медальпе чысланă.

Фоторепортаж



10 августа 2020
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter