Олег Николаев ВЦИОМ генеральнăй директорĕпе Валерий Федоровпа тӗл пулнă

Олег Николаев встретился с гендиректором ВЦИОМ Валерием Федоровым

Ҫурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев общество шухăшне тĕпчессипе ĕҫлекен Пĕтĕм Раҫҫейри центрӑн (ВЦИОМ) генеральнăй директорĕпе Валерий Федоровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Паян Ҫамрăксен пуҫарăвĕсен центрĕнче республикăри студентсемпе ВЦИОМ ертӳҫи уҫă калаҫу ирттерет.  Валерий Федоров ҫавӑн пекех ҫамрăк лидерсен конкурсӗнче ҫурма финала тухнисемпе тĕл пулать. Палăртса хăваратпăр, асăннă конкурса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе кăҫал йĕркелесе янă.  

«Федераци шайĕнчи эксперт пирĕн тăрăха килни ҫав тери паха.  Эпир те хамăр енчен ҫамрăксемпе тăтăшах тĕл пулса калаҫма, вĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма тăрăшатпăр.  Вĕсемпе пĕрле ĕҫлесе усăллă мероприятисем йĕркелессишĕн те кулленех вăй хуратпăр», - тенĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.

«Пирӗн проект тĕллевĕ – Раҫҫейри мĕнпур ҫамрăка пĕр чăмăра пухса кирек-хӑш регионта та пысăк ҫитĕнӳсем тума пулăшасси, пуласлăх патне ăнтăлма вĕрентесси», -  тесе каланă Валерий Федоров.   

«Пурнăҫ шайне лайăхлатасси – палăртнă тĕллевсенчен чи кирли.  Пурнăҫ лайăх пулсан ҫамрăксем хӑйсемшӗн тӑван регионтах тӗпленсе пурӑнӗҫ.  Шупашкар питĕ илемлĕ хула, кунта пурăнакансем те лайӑх ҫынсем, вӗсем пысăк тавра курăмлă, ăс-хакăл енчен те пуян. Малашлăх ҫине те тĕллевлĕн пăхаҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне ВЦИОМ ертӳҫи.

Паянхи тĕлпулура ҫамрăксемпе социаллă ҫыхăнури условисене, социологи тĕлĕшĕнчи тĕпчев ĕҫĕсене сӳтсе явма шухăш тытнине хыпарланă вăл сăмаха ҫавăрнă май.

 

Фоторепортаж



12 августа 2020
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter