Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне аталантарас, предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Координаци канашӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелес тĕлĕшпе канашлу ирттернӗ

В Чувашии на поддержку малого и среднего бизнеса до конца этого года дополнительно направят 1  млрд рублей

Ҫурла уйăхĕн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне аталантарас, предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Координаци канашӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелес тĕлĕшпе канашлу ирттернӗ.

Аса илтеретпӗр,  ҫурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан инвестици политикине йӗркелекен тата предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне лайӑхлатма пулӑшакан ҫӗнӗ тытӑм туса хурасси ҫинчен калакан Указа алӑ пуснă. Асӑннӑ института туса хурассине Аслă экономика канашӗн ларӑвӗнче пĕрре кӑна мар сӳтсе явнă пулнă.

"Пирӗн тӗллев - предприниматель пӗрлӗхӗпе хутшӑннӑ май  вĕсен ӗҫ-хӗлне тарăнрах тĕпчесе пĕлсе, май килнĕ таран тĕрев парасси. Вĕсен йывăрлăхĕсене вăхăтра пĕлмелле, татса парассипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илсе пыма хăтлă условисем йĕркелемелле", – тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев.

Координаци канашӗн пӗрремӗш ларӑвне Олег Николаев тепӗр эрнере ирттерме плана кĕртнĕ. Промышленноҫа аталантармалли фондӑн инвестици проекчӗсене пурнăҫа кĕртес тата налук саккунӗсене ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе лайӑхлатас майсене сӳтсе явасси те кун йĕркинчех пулассине асăннă вăл.

Канашлура ҫавӑн пекех, Раҫҫей Минпромторгĕпе пӗрле туса хатӗрленӗ Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫĕпе экономикине  аталантармалли мероприятисем пирки, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе йышăннă мерăсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пăхса тухма палăртса хунă.

Кӑҫал Чӑваш Ен вак тата вӑтам бизнес субъекчӗсем кредит ресурсӗсемпе ҫӑмӑллӑхлӑ майпа усӑ курассине тивӗҫтерме 1 миллиард тенкӗ илет. Республика бюджетӗнчен хушма тĕрев панине шута илсе пулӑшу калӑпӑшӗ 1 миллиард та 10 миллион тенкӗпе танлашать.

Федераци укҫи авăн уйӑхӗнче республикӑна  килсе ҫитессе шанаҫҫĕ,  ăна Чӑваш Республикин Гаранти фондне (454,5 миллион тенкӗ) тата Чӑваш Республикинче Вак тата вӑтам бизнес пулӑшмалли агентствӑна (555,6 миллион тенкӗ) уйӑрса парӗҫ.

Пулăшу предпринимательсен пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланĕ.  Микрозаймӑн чи пысӑк виҫи 5 миллион пулĕ, унпа виҫĕ ҫул хушшинче усă курма пулать. Процент ставки вара бизнес тытса пымалли ӗҫ-хӗлрен тата  вӑл ăҫта вырнаҫнинчен килет.

 Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче асӑннӑ укҫа-тенкӗ вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене 200-тен кая мар инвестици проектне пурнӑҫлама май парасса шаннине палӑртнă, ҫавна пула 1,4 пин ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленĕ тенĕ вăл.

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан ҫӑмӑллӑх мелĕпе тивĕҫтермелли кредитсем тӗлӗшпе тимлӗрех ӗҫлемеллине асӑннă. "Час-часах предпринимательсем ӳпкелешни сисĕнкелет, условисем кăткăс пулни пăшăрхантарать", - тесе палăртнă Олег Николаев. Бизнеса пулӑшу паракан инфратытӑмпа туллин усӑ курмалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Канашлура вак тата вӑтам бизнеса ҫӗнӗ кăшăл вирус чирӗ алхаснă тапхăрта пулӑшу памалли мерăсем пирки те сӑмах хускатнă.

Фоторепортаж



13 августа 2020
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter