Олег Николаев «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕҫнĕ сумлă ентешĕмĕре чысланă

Олег Николаев лично наградил нового Почетного гражданина города Чебоксары

Паян, ҫурла уйăхĕн 13-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн ҫуртӗнче Чӑваш Ен тӗп хулин Хисеплӗ гражданинӗ ята илнĕ сумлă ентешĕмĕре савăнăҫлă лару-тăрура саламланă. Республикăра хисеплĕ ята ҫывхарса килекен Хула кунĕ умĕн парса чысласси ҫирĕп йăлана кĕнĕ.

Шупашкар хулин депутачĕсен Пухӑвӗн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин тӗп хулин социаллӑ пурнӑҫĕпе экономикине пысăк тӳпе хывнăшăн, обществăлла ĕҫсене хастар хутшăнса, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнăшăн, "Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ" ята "ЭЛАРА " наукăпа производство комплексĕ" акционерсен обществин  генеральнăй директорĕн ҫумĕ  Наталия Партасова тивӗҫнӗ.

Олег Николаев паллă пулăма пухăннисене ҫывхарса килекен уяв ячĕпе – Шупашкар хулин кунĕпе саламланă, тӗп хуламăра аталантарас енĕпе пысăк тӳпе хывнă ертӳҫĕне награда парса чысланă, тав сăмахĕсем каланă.

"Эпир хамӑр тӗп хуламăрпа тата кунта пурăнакансемпе мăнаҫланатпăр.  "Хисеплӗ гражданин" ята илни пысăк  яваплăх, ҫав вăхăтрах чуна ҫĕклесе хумхантарать. Ку ята чи тивӗҫлисем илеҫҫĕ. Вăл шутран: Андриян Николаев, Святослав Федоров, Олег Волков тата ыттисем те. Паян  вĕсен йышне тепĕр паллă ентешĕмĕр хутшăнчĕ, вăл - Наталия Юрьевна Партасова. Ăна Чӑваш Республикинче кӑна мар, пĕтĕм Раҫҫейĕпех хисеплеҫҫĕ", - тесе палăртнă хăйĕн ăшă саламĕнче.

Шупашкар хулин ертӳҫи Евгений Кадышев тата администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков  Наталия Партасовăна хисеплĕ ята тивĕҫнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, яланах пĕрле килĕшсе халăх ырлăхĕшĕн ĕҫленине палăртнă.

"Ку пысӑк чыс. Эпӗ сире пурне те тав тӑватӑп. Хулан пысăк тĕллевсем сахал мар. Вĕсене пурнăҫа кĕртме сирĕнпе пĕрле ĕҫлеме яланах хатĕр. Палăртнă тĕллевсем пурнăҫа кĕрсе пырасса та шанатăп", -  тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне тав сăмахĕнче Наталия Партасова.

Мероприятинче паян та " Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн " медальпе, ҫавӑн пекех "Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине " асӑну медальне пысăк кăтартусемпе палăрнисене  чысланă.

 

Фоторепортаж



13 августа 2020
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter