Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ал ăстисен пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслас тӗлӗшпе йĕркеленĕ мероприятине хутшăннă

В Чебоксарах наградили лучших ремесленников и мастеров народных художественных промысловҪурла уйăхĕн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Суту-илӳпе промышленноҫ палатинче Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ал ăстисен пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслас тӗлӗшпе йĕркеленĕ мероприятине хутшăннă. Кăҫалхи паллă пулăма Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

 Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ҫак хӑйне евӗрлӗ культура енӗпе ӗҫлекен мӗнпур ҫыннӑн пултарулӑхӗ пархатарлӑ пулнине палӑртнă. "Ал ӗҫ ӑсталӑхӗ чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине май килнӗ таран уҫса паракан ҫул-йӗр. Илемлӗх тĕнчи туллин палăрать ал ăстисен хатĕрĕсенче", - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Олег Николаев Чӑваш Ен халӑхĕн ал ĕҫ ăстисемпе хăй яланах ҫывăх пулнине каланă. 2002 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулсенче Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ министерствинче ертӳҫĕ ҫумĕ пулса тăрăшнă тапхăрта вăл шăпах та ҫак ҫӳлерех асăннă тытăма йĕркелесе пырас ĕҫе тĕрĕслесе тăнă, ал ӑсталӑхӗ ҫĕнĕрен вăй илсе хăватланса кайтăр тесе ĕҫленĕ.  Чăваш Енри алă ăстисен Гильдине пуҫарса янă.  Ун чухне пуҫласа чăвашсен алă ĕҫ ăстисем хатĕрлесе кăларнă таварсем лавкка урлă халăх патне ҫитнĕ.  Вĕсене ытларах ют ҫĕршывсенчен килнисем туяннă, аса илмелĕх парне вырăнне упраса пурăннă.   

Олег Николаев Чӑваш Енри алă ĕҫ ăстисен пуласлăхне пысăка хурса хакланă. Халӑх та вĕсене кăмăл тăвать тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Уйрăмах пирĕн тăрăха килекен туристсем парне вырăнне час-часах вĕсене туяннине те асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Раҫҫейри хутшăнусене тытса тăма витĕм кӳрекен Ассоциацийĕн Генеральнӑй секретарӗн ҫумӗ Марина Коростелева вырӑнти халӑх ӑстисене пулӑшнӑшӑн Олег Николаева тав тунă.

Чӑваш Республикин суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин хăйĕн сăмахĕнче ăмăртусен тĕп тĕллевĕ халӑх йӑли-йӗркине упрасси тата аталантарасси, ҫавӑн пекех паха ӑстаҫăсене тупса палӑртасси пулнине палӑртнӑ. "Чӑваш автономийӗ 100 ҫул ҫитнине халалланӑ республика конкурсне шӑпах 649 чаплă ӗҫ хатӗрлесе тăратнă, пурĕ 100 ҫын хутшӑннӑ", -  палăртса хăварнă вӑл.

Чӑваш Енри чи лайӑх ӑстаҫӑ – 2020 ята – Ирина Федорова, Чӑваш Енри чи ҫамрӑк ӑстаҫӑ – 2020 ята  Анастасия Зимина илме тивĕҫлĕ пулнă.  Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланӑ чи лайӑх сувенира Зоя Игнатьева хатĕрленĕ. "Туризм сувенирӗ – 2020" номинацире Надежда Николаева мала тухнă.  Ыттисем те хисепе тивĕҫлĕ пулнă, вӗсем те паха тĕслĕхпе палӑрса юлнă.

Пӗтӗм Раҫҫейри пултарулӑх конкурсӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ ҫурла уйăхĕн 17-мӗшӗнчен пуҫласа авăн уйăхĕн 7-мӗшӗччен иртет.

Фоторепортаж



14 августа 2020
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter