Чӑваш Енре ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсене кирлӗ таран пулӑшма палăртнă

В Чувашии меры поддержки АПК готовы адаптировать под потребности сельхозпроизводителей

Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Етĕрне районĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх ĕҫĕнче тăрăшакан-семпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва районти ял тăрăхĕнче ӗҫлекен ертӳҫĕсем, агропромыленноҫ ыйтăвĕсемпе тишкерӳ тăвакансем те пуҫтарăннă. 

Тĕлпулăва пухăннисем ял тăрăхĕнче фермер ĕҫне аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнă. 

«Ҫитĕнӳсем тӑвас тесессĕн пĕрле тăрăшса ĕҫлени паха.  Енчен те пысăк технологисемпе усӑ курса ӗҫлесен туса кӑларакан таварсен пахалăх шайĕ лайăх пуласси никама та иккĕлентермест. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи пурнăҫ экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсем ыйтать. Ҫынсем те пасарсенче паха ҫимĕҫсем туянма тӑрӑшаҫҫĕ.  Пирĕн тăрăхри ҫавнашкал таварсен ятарлă бренд пулсан тата та меллĕ, вĕсене ытти регионсенче тӳрех палласа илĕҫ, тен, хапăл тусах туянĕҫ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Аграри пайĕ пысăк хăвăртлăхпа вăй илсе аталанса пытăр тесе, патшалăх та чылай тĕрев парать.  Калăпăр, Олег Николаев пуҫарăвĕпе кăҫалтан пуҫласа ялсене пулăшупа тивĕҫтермелли ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕчĕҫ.

АПК пулăшассипе йышăннă ҫĕнĕ мерăсем республика шайĕнче пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Хăвăртлăха чарса лартма юрамасть, пурин те пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымалла.  Ял хуҫалăх тытăмĕнче ĕҫлекенсен сĕнĕвĕсене шута илсе, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене хута яма кирлĕ пек условисем йĕркелесе памалла тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Регионта фермер ĕҫне аталантарас ыйту ҫине республика Правительстви сахал мар тимлĕх уйăрнине каланă Олег Николаев. «Енчен те пирĕн малти вырăнта пулас тата пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрас тесессĕн паянхи пурнăҫ ыйтнине тĕпе хурса тăрăшмалла. Пысăк технологисене ĕҫе кĕртмелле.  Таварсен пахалăх шайĕ пысăк пуласси, шăпах та ҫак факторсенчен килет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Экспорта яракан таварсем ҫине регион кăна мар, федераци центрĕ те чылай тимлĕх уйăрать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче тин ҫеҫ фермер ĕҫне кӳлĕнекенсем, енчен те ҫемьепе вăй хурса ĕҫлеҫҫĕ пулсан, каярах вара ытти ял хуҫалăх пайĕсемпе пĕрлешсе пысăк тытăм йĕркелесе яма пултарайсан, вĕсене патшалăх енчен куҫакан тĕрев тата та ытларах пулма пултарасса асӑннă. Таварсене тĕнче шайне илсе тухма, ытти ҫĕршывсенче пурăнакансене те паха ҫимĕҫпе тивĕҫтерме майсем пуласси куҫкĕретех тенĕ ведомство ертӳҫи сăмаха малалла тӑснă май.  Пĕр сăмахпа каласан, ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен тăкак пайĕ ҫийĕнчех саплашăнса пыма пултарассине те палӑртса хăварнă вăл.  

Нумаях пулмасть кӑна предпринимательсене пулăшас, вĕсене кирлĕ пек условисемпе тивĕҫерес тĕлĕшпе ятарлă Координаци канашне туса хунӑ. Палăртнă указа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ҫурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Фоторепортаж



14 августа 2020
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter