Чӑваш Енре пӗр эрне хушшинче кăшăл вирус чирĕ пуррипе ҫуккине тĕрĕслеме хăйсен ирĕкĕпе 1689 ҫын анализ панă

Ҫурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев кăшăл вирус алхасасран сыхă тăракан оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ.  Ку хутĕнче унта 2020 ҫулта авăн уйăхĕнче пулакан Пĕрлехи суйлава хатĕрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене сӳтсе явнă, суйлав вӑхӑтӗнче те халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли пирки канашланă.    

Ҫирĕп йĕркене пурин те яланах пăхăнмалла. Яваплисен сасăлав кунĕнче ҫынсене хӳтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕҫтермелле.  Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче асăннă мероприятие кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерме мĕнпур условисем ҫителĕклĕ пуласси пирки хыпарланă.  Сасăлав темиҫе кун пулать, ҫынсем авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуҫласа 13-мĕшĕччен суйлава хутшăнма пултараҫҫĕ. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев обществăлла организацисемпе пĕрле Пĕрлехи информаци центрне йĕркелесен аван пулнă пулĕччĕ тесе палăртнă.

«Сасăлав пирки информаци центрĕнче хыпарсем пухăнни аван.  Хатĕрленӳ тапхăрĕнчи самантсем ҫинчен те асӑннӑ центрта  хыпарсем туллин пуҫтарăнмалла.  Йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, вӗсем ҫинчен те туххăмрах центра пӗлтермелле.  Суйлав мӗнлерех иртни пирки халăха туллин тата тĕрĕс паллаштарса тӑмалла.  Уҫăмлăх тени малти вырăна тухмалла. Пурин те саккунсене пăхăнса яваплăха туйса ĕҫлемелле», - тенĕ вăл хăйĕн шухăшне палăртса.  

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, республикăра кăшăл вирус енĕпе лару-тăру ырă енне куҫса пырать.  Юлашки икĕ эрнери пĕтĕмлетӳсене пăхас пулсан, чирпе аптракансем йышланманни сисĕнет.  Ҫапах та ҫавăн пек тĕслĕхсем те тӗл пулкалаҫҫĕ, хăшӗ-пӗри ют ҫĕршывсенчен каннӑ май, хăйпе пĕрле чир-чĕр илсе килет. 

Иртнĕ эрнерен пуҫласа республикăра кашни ҫын COVID-19  чир пурри-ҫуккине тĕрĕслеме хăйĕн ирĕкĕпе тест пама пултарать. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов  хăйĕн сăмахĕнче регионта пурăнакан 1689 ҫын хăй ирĕкĕпе тест панине пĕлтернĕ, вĕсенчен 34-шĕ чирлĕ пулни не тупса палăртнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Алла Салаева район тата хула администрацийĕсенче тăрăшакансене халăха вăхăтра кирлĕ пек хыпарсене илсе ҫитерме, регионта кашни ҫын хăйĕн ирĕкĕпе чир-чĕр пирки тест пама пултарни ҫинчен пĕлтерме чĕнсе каланă.  Ытти регионсенчен килнисене ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине те асăрхаттарса хăварнă.   Патăрьел тăрăхĕнче, Шăмăршăра пурăнакансем хăйсен ирĕкĕпе тест парас ĕҫе хастар хутшăннине палăртса хăварнă вăл. Апла пулсан, ҫынсем чир-чĕр лексен кăна кайса тухтăрсем патне тĕрĕслеттерни ҫителĕксĕр пулнине питĕ лайăх ăнланаҫҫĕ. Хамăр сывлăхшăн кашни яваплă - пурин те сыхă пулмалла, ҫирĕп йĕркесене пăхăнса пурăнмалла.    



14 августа 2020
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter