Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă

Олег Николаев: сельским поселениям необходимо активнее использовать возможности республиканских и федеральных программ

Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă.

Муниципалитета ҫитсен ялти вулавăша кĕнĕ. Палăртнă объекта «Культура» наци проектне тĕпе хурса ҫĕнетсе улăштарнă. Вулавăш ҫуртне илемлетсе хăтлăлатма федераци хыснинчен пĕтĕмпе 5 млн тенкĕ тăкакланă.  Вӑл пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать.   

Муркашри тĕп вулавăшăн директорĕ Ирина Николаева хăйĕн сăмахĕнче ҫурта илемлетнĕ чухне наци культурине тĕпе хунине хыпарланă.  Калăпăр, кĕнекесен куравĕ чăвашсен паллă ĕмĕрхи вăрманне аса илтерет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Вулавăшра Интернет ҫыхăнăвне тухма меллĕ, ҫакӑн валли пӗтӗм майсем пур.  Ачасене валли ятарлă пӳлĕм те хатĕрленĕ, шăпăрлансен тавра курăмлăхне ӳстерсе пыма питĕ паха интерактивлă сĕтел хута янă.

Олег Николаев ҫĕнĕ вулавăша ӳлĕмрен ҫамрăксемпе ачасем кăна мар, тĕрлĕ ҫулсенчи ҫынсем хапăл тусах ҫӳрессине шанса каланă.  Чи пахи, ҫитĕнекен ăру валли вулавăшра чăвашла кĕнекесем ытларах пулмаллине те палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Региона ертсе пыракан тата «Агрико» ТМЯО пулнă ҫак кун.  Предприяти кăмпа ҫитĕнтерессипе тăрăшать.  Организацире вăй хуракансем ҫимĕҫе ҫулталăкĕпех ҫитĕнтерсе халăх патне илсе ҫитереҫҫĕ.   Ҫулсерен предприяти 25 тонна кăмпа тирпейлесе кăларать.  Халăх вĕсен таварне кăмăллать, хапăл тусах туянать.

«Муркаш районĕ хула ҫывăхĕнче.  Кунта ĕмĕрĕпех социаллă пурнăҫпа экономика хăватлă вăй илсе пынă. Паян та ҫакнах эпир пурсăмăр та курса ĕнентĕмĕр. Питĕ кăмăллă, районта ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ предприятисем хута каяҫҫĕ.  Малашне те инвестици проекчӗсене пурнăҫа кĕртессипе пĕрле ĕҫлĕпĕр.  Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви те ҫак ĕҫе кӳлĕнессе шанатпăр», - тенĕ Олег Николаев

Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан районти шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ тапхăрне епле хатĕрлесе пынипе те кăсăкланнă.    Район администрацийĕн пуҫлăхĕ Ростислав Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетри шкулсем, ача сачĕсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕр пуласса хыпарланă.   Объектсене ҫĕнетсе пыма, тĕпрен юсама 38 млн тенкĕ куҫарса панă, кунсăр пуҫне района пурĕ виҫĕ шкул автобусĕ панă.  

Олег Николаев ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсемпе пĕрле ял территорийĕсене аталантарса пырассипе ҫыхăннă мероприятисем пирки те сӳтсе явнă. Сăмах май, муниципалитетра пурăнакансене пурне те патшалăх программисене хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă. Проектсене пахалăх тĕлĕшĕнчен ҫӳллĕ шайра хатĕрлемеллине, республика тата федераци шайĕнче иртекен ăмăртусенче ҫӗнтерсе районшăн тивĕҫлĕ ĕҫсем пурнăҫа кĕртсе пымаллине те палăртса хăварнă.

Районта Олег Николаев ҫавӑн пекех хушма хуҫалăх ĕҫĕсем епле пулса пынипе кăсăкланнă. Ялта пурăнакансем хуҫалăхра сăвăнакан ĕнесем усраҫҫӗ пулсан, вĕсене республика хыснинчен пĕр хутчен ятарлă укҫан пулăшу парса тивĕҫтернине те асăннă вăл.  Кирек епле ĕҫе тытăниччен те, яланах халăхпа канашламаллине, ҫынсен сĕнĕвне шута илсе пурнăҫласа пымаллине чĕнсе каланă сăмаха ҫавăрса.

Фоторепортаж



14 августа 2020
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter