Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешсем!

Сире Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе пĕтĕм чĕререн саламлатăп!

Чăваш Енĕн 551 ҫулти тĕп хули ҫамрăк мар пулин те чăннипех те хальхи йышши хула. Ҫуртсем ҫĕкленеҫҫĕ, ҫулсемпе картишсем ҫĕнелеҫҫĕ. Шупашкарта социаллă инфратытăм обьекчĕсем хута каяҫҫĕ, тĕп хула ҫулран-ҫул илемленсе, пурăнма, ĕҫлеме, вĕренме хăтлăланса пырать.

Шупашкар республикăн тĕп хулин пурлăхпа ăс-хакăл никĕсне ҫирĕплетме пысăк тӳпе хывакан ҫынсен ĕҫĕпе, пултарулăхĕпе пурăнать, аталанать. Уяв кунĕнче паянхи ырлăх никĕсне хывнă ветерансене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Шупашкара малашне те ҫирĕппĕн аталанса пыма, унта пурăнакансене телей, ырлăх, ăнăҫу сунатăп! Уяв ячĕпе!


Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан                                           Олег Николаев



15 августа 2020
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter