Чӑваш Енре 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул таран ачасемшӗн кашни уйӑхра тивĕҫтерекен пулăшăва 25,6 пин ҫемье илнӗ

В Чувашии ежемесячную выплату на детей от 3 до 7 лет получили 25,6 тысяч семей

Кун пирки ҫурла уйăхĕн 17-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче кашни  эрнере иртекен канашлура Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.

Виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫулчченхи ӳсӗмри кашни ача валли паракан тӳлев виҫи 2020 ҫулта 4770,50 тенкӗпе танлашать. Ӑна ҫемьен вӑтам тупӑшӗн виҫи кӑҫалхи II кварталта ҫынна пурăнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗнчен  пысӑкрах мар  пулсан ҫеҫ параҫҫӗ.

Патшалӑх пулӑшӑвне илес тесен пӗр документ кӑна – граждансен заявленийӗ кирлӗ. Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, заявленисен 98 процентне  патшалăх кӳрекен пулăшу ӗҫӗсен порталӗпе МФЦ порталӗ урлӑ электронлӑ майпа панӑ.

Кашни уйӑхра паракан тӳлеве ҫурла уйăхĕн 14-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 25,6 пин ҫемье 1118,6 млн тенкӗ чухлӗ илнӗ. Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче  Чăваш Ен  Ĕҫлев министерстви федераци бюджетӗнчен хушма укҫа-тенкӗ уйӑрма заявкӑсем янине пӗлтернӗ. Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, хушма  пулӑшӑва авăн уйăхĕн варринче уйӑрса парӗҫ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Аса илтеретпӗр, виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫулчченхи ӳсӗмри ачасене кашни уйӑхра паракан укҫа тӳлевне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе 2020 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пама йышӑннӑ.

Заявленисене йышӑнассине кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа йӗркеленӗ, тӳлеве ҫĕртме уйăхĕн  1-мĕшĕнчен тӳлеме тытăннă.



17 августа 2020
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter