Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫйри биатлонистсен пĕрлешĕвĕн президенчĕпе Виктор Майгуровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев встретился с президентом Союза биатлонистов России Виктором Майгуровым

Ҫурла  уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫйри биатлонистсен пĕрлешĕвĕн президенчĕпе Виктор Майгуровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем республикăра ҫӳлерех асăннă спорт тĕсне аталантарассине сӳтсе явнă. Регионта хута каякан объект ҫинче чарăнса тăнă, строительство  пирки канашланă.

«Эпир ҫулталăк хушшинче нумай тунӑ.  Мĕнпур ĕҫе тулин тишкертĕмĕр. Хатĕрленӳ ĕҫĕсене йĕркелесе пыма мĕн чухлĕ укҫа-тенкĕ кирлĕ пулассине те пăхса тухнă. Чи малтанах проектпа смета документне хатĕрлес ыйту ҫине тимлĕх уйăртăмăр», - тесе пӗлтернӗ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Инвестици Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн 2020 ҫулта объект валли республика хыснинчен пурĕ 5,5 млн уйăрма пăхса хăварнă. Йĕлтĕрпе чупмалли ятарлă трасса хывассине, проекта патшалăх экспертизи тӑвассине плана кĕртнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Эпир пĕрле ĕҫлеме, объекта туса пĕтерме шухăшлатпăр.  Унта строительство ĕҫĕсен ҫурри ытла пайне пурнăҫланнă та ĕнтĕ.  Палăртса хăвармалла, республикăра ҫулсерен ăста биатлонистсем ҫитĕнеҫҫĕ.  Вӗсем тĕнче шайĕнче мала тухса хăйсен ăсталăхне пĕрре мар кăтартнă.  Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче те Чăваш Енӗн пултаруллӑ спортсменӗсем пур.   Эпир хамăр енчен объектра малашне сирĕнпе пĕрле тĕрлĕ ăмăртусем йӗркелесе ирттерме пулӑшасса шантаратпăр.  Палăртнă спортăн тĕсĕ малалла та вăй илтӗр, ыттисемшĕн паха тĕслĕх пултăр тесе региона пулӑшу пама та хатĕр», - тенĕ Виктор Майгуров.

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Енре биатлон центрне 2014 ҫулта тума пуҫланă.  Администраци пайĕсене тĕпрен пурнăҫланă.  Хутса ăшăтмалли тытăм хута кайнă. Центр ĕҫне хăй вăхăтĕнче «Алза» тулли мар общество пурнăҫланă, халĕ асӑннӑ организаци панкрута тухнă, строительство ĕҫĕсем те ҫавна кура чарӑнса ларнă.  

 Фоторепортаж



17 августа 2020
07:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter