Сунар тапхăрĕ уçăлнă

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕччен шыв, шурлăх-çаран, хир тата çеçенхир кайăкĕсене тытма ирĕк панă.

Мĕн юраманнине Сунар йĕркинче палăртнă:

— пурăнмалли çуртран 200 метртан аякра мар чухне пăшалпа усă курмалла мар;

— сасă илтнипе çеç, тĕллев курмасăр пăшалтан пемелле мар;

— электропередача линийĕн юпи çинче ларакан кайăка тĕкĕнмелле мар;

— сунар снарячĕсемпе усă курмалла мар;

— 5 миллиметртан пысăк картечьлĕ е пульăллă хĕçпăшалтан пемеллле мар.

Чĕр чун тытма ирĕк илнисен палăртнă тапхăр вĕçленсен 20 кун иртиччен çав ирĕке каялла тавăрмалла, унсăрăн явап тытма тивĕ.

www.hypar.ru 

 



http://hypar.ru/cv/news/sunar-taphare-ucalna
17 августа 2020
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter