ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев - Çĕрпӳ, Канаш, Комсомольски районĕсенче пулнă

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Авангард» обществăн Çĕрпӳ районĕнчи «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕнче пулса унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕ.

Олег Николаев Çĕрпӳ районĕнчен Канаш хулине васкарĕ. Цехсенче çӳресе соус, кетчуп, горчица туса кăларакан «Девелей» общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприяти производствăна çуллен ӳстерет. Коронавирус эпидемийĕ çĕршывра сарăлнă уйăхсенче вăл кăштах пĕчĕкленсе илнĕ. Юлашки уйăхсенче каллех ӳсет. Палăртмалла, туслă коллективра 154 çын ĕçлет.

Канаш районĕн культура çуртĕнче агропромышленноç ыйтăвĕсене тишкерекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ялхуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвне хутшăнчĕ.

Чăваш Республикин Ертӳçи Комсомольски районĕнче Гульнара Хайртдинова хресчен-фермер хуçалăхĕн Комсомольскинчи юр-вар туса кăларакан заводне кĕрсе курчĕ. Унтан Комсомольски салине федерацин наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хăтлас ĕç еплерех пынипе паллашрĕ.

Çавăн пекех олег Алексееевич çак районтан тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнисене — çапăçу хирĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуç хунисене — асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕ. Тăван çĕршыв чиккисене Аслă вăрçă хыççăн хӳтĕленĕ ветерансен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса вĕсен сĕнĕвĕсене итлерĕ.

www.hypar.ru



18 августа 2020
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter