Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «Водоканал» акционерсен пĕрлешĕвне ҫитсе килнĕ

Олег Николаев посетил чебоксарский «Водоканал»

Ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «Водоканал» акционерсен пĕрлешĕвне ҫитсе килнĕ.

Предприяти директорĕ Владимир Васильев хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакана станцине модернизацилени пирки пĕлтернĕ.  Кунсăр пуҫне  вăл кунти  сооруженисен ĕҫĕ-хĕлĕ ҫинчен те каласа кăтартнă.

Палăртмалла, объекта 2016 ҫулта хута янă. Сооружени Атăла таса мар шыв-шур каясран  сыхлать.  Ăна хута янă хыҫҫăн шыв пахалăхĕ самай ӳснĕ.  Паянхи куна илес пулсан, Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн регионти шыв чи таси шутланать. Унпа пӗрлех, Шупашкарта шывшăн тӳлекен хак Атăлçи федераци округĕнчи хуласенчи хаксем хушшинче пĕчĕккисенчен пĕри. Шыв пахалăхĕ лайăх, хакĕ пĕчĕк.

«Заовражная» шыв станцине хута яма ҫĕршыв Правительстви самай пулăшу панă, ӑна  Пӗтӗм тӗнчери реконструкципе аталану банкӗпе пӗрле «Раҫҫейри ЖКХ реформи» пĕрлехи проект шайӗнче  тунӑ. Ҫавна тӗпе хурса «Водоканал» акционерсен пӗрлешӗвӗ объекта БРИКС ҫĕршывӗсене аталантаракан  Ҫĕнĕ банкпа пĕрле  малалла модернизацилеме  палăртать.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков  хăйĕн сăмахĕнче РФ Строительство министерствипе тата БРИКС банкӗпе килĕшсе ĕҫлесси пирки калаҫса татăлнине хыпарланă.  Проект валли сахал мар укҫа – 3 млрд тенкĕ инвестици хывма палӑртнӑ. Укҫа  насус станцийĕсене модернизацилеме тăкакланассине те асăннă вăл.  Хулари шыв объекчĕсене тĕпрен ҫĕнетсе пырассипе ҫыхӑннӑ  ыйту та кун йĕркинчех тенĕ ертӳҫĕ. Хальхи вăхăтра объектсене тума проектсем хатĕрлеҫҫĕ.   Енчен те палăртса хунă мĕнпур ĕҫ пурнăҫлансан,  федераци укҫа-тенкĕпе туллин тивĕҫтерсен, хула бюджетне самай пысӑк пулăшу тивӗҫӗ тенĕ муниципалитет ертӳҫи.

«Атӑла сыватасси» регион проекчӗн шайӗнче Атӑла тата унӑн юпписене юхса тухакан таса мар каяш шывсен калӑпӑшне чакарма май паракан  объектсем пурри чăнласах та аван.

Олег Николаев «Водоканал» Атăла таса мар шывсене юхтарса кӑларманнине палӑртнă, ҫавна май ĕҫмелли шыв пахалăхĕ тата та лайăхрах пуласси никама та иккĕлентермест тенĕ.

«Предприяти экологи тĕлĕшĕнчен таса шывпа тивĕҫтерессишĕн ĕҫлет. Вӑл ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче шутланать. Биологи мелӗпе тасатакан сооружени шыва пĕр ҫĕре пухса каярах ăна пахалӑхлӑн тасатса кăларать. Унӑн юшкӑнне ӗҫлесе тирпейленӗ хыҫҫӑн удобрени вырăнне ӳсен-тăран ҫитĕнтерме усă кураҫҫĕ.  Чи пахи – халăха таса шывпа тивӗҫтерни тата шывпа усă курнăшăн илекен хаксем ӳсменни», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăй сăмахне регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.    

 

Фоторепортаж



18 августа 2020
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter