Чӑваш Енре COVID-19 чирĕпе чирлесе ирттернисене реабилитаци тухмалли тăкака бюджетпа ОМС фончĕ 70 процента ҫити саплаштарать

В Чувашии 70% стоимости реабилитации переболевших COVID-19 компенсирует бюджет и фонд ОМС

Ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ, унта Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрлесе ҫитерессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. 

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев хăйĕн сăмахĕнче кăҫал партăсем хушшине пĕрремĕш хут 17 пин те 100 ача ларнине хыпарланă. Пурĕ регионта 145 пин шкул ачи пӗлӳ илессине те асăннă вăл.

Вĕрентӳ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене ҫирĕп пăхăнмаллине, кăшăл вирус чирĕ сарӑласран кулленех сыхă тăмаллине чĕнсе каланă регион ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май. 

Кăҫал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа шкул ачисене пĕр хутчен тӳлевсĕр апат ҫите­рессине, ирхи апатланура вĕри апат тата  пылак ӗҫме пулассине те асăннă ведомство ертӳҫи. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев указĕпе килĕшӳллĕн, ҫемьере виҫĕ е тата ытларах ача ҫитĕнет пулсан тата ҫемьен пĕрлехи вăтам тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫинчен сахалтарах пулсан, ҫавнашкал ҫемьери ачасене республика хыснинчен пĕр хутчен 5 пин тенкĕ пама палăртнă.  Ҫак пулӑшу кашни ачана тивӗҫет.  Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан асӑннӑ ĕҫ хутне нумай ачаллă ҫемьесене кăштах та пулсан пулăшу пултăр тесе йышăннă.

Чăваш Республикин ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова нумай ачаллă ҫемьесене кăшăл вирус чирӗ сарӑлнă тапхăрта ҫакăн евĕр пулăшу пани вĕсене шкула кайма хатĕрленес ӗҫре ырӑ витĕм кӳнине палăртнă. Укҫа ҫемьесене тĕллевлĕн куҫма пуҫланине те  пӗлтернӗ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пулăшăва Чăваш Енре пурăнакан 11,5 пин ҫемье тивĕҫет, вĕсенче пурĕ 25 пин ача ҫитĕнет тенĕ малалла ведомство ертӳҫи. 

Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине шкулсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернине ҫирĕп тĕрĕслесе тӑма хушнă Олег Николаев. Кашни объектри строительство ĕҫне кулленех пăхса тăмалла, объектсене графикпа килĕшӳллĕн хатĕрлесе ҫитерме май килнĕ таран условисем туса памалла тесе каланă вăл.

Канашлура тепĕр пысăк ыйтӑва та сӳтсе явнă. Кăшăл вирус инфекцийӗпе чирлесе ирттернисен сывлӑхӗ палӑрмаллах хавшани сисĕнет. Ҫавна май ҫынсене медицина реабилитацийӗ ирттермеллине, унӑн тăкакӗсене саплаштарма патшалăх енчен  субсиди мелĕпе пулăшу памаллине палăртса хăварнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ  Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакансем, чирпе чирлесе хавшанисем, ҫăмăллăх мелĕпе паракан путевка илме, кану учрежденисене кайса сывлăха ҫирĕплетме пултараҫҫĕ тенĕ.  «Надежда» тата «Чувашиякурорт» сиплев учрежденийĕсем вĕсене хапăл тусах йышăнасса та пĕлтернĕ вӑл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫынсем 10-12 кун хушши пысăк квалификациллĕ специалистсен пулăшăвне илме пултараҫҫĕ. Ҫавнашкал пулӑшӑвӑн вăтам хакӗ  10-12 пин тенкĕ. Палăртса хăвармалла, ҫав укҫан 70 процентне патшалăх парать. Апла пулсан, ҫулталăк вĕҫлениччен икĕ пин ҫын хăйӗн сывлăхне ҫирĕплетме пултарӗ. Ҫавăн чухлĕ ҫынах кăнтăрлахи уйрăмра сывлăхне сиплеме ҫӳреме пултарать, вĕсем валли те пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем ҫителĕклĕ, паха специалистсем пациентсене кулленхи пурнăҫа таврăнма пулӑшакан майсем туса пама шантараҫҫĕ. 



18 августа 2020
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter