Чи лайăх 100 вырăн

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренме 100 çул çитнине халалланă «Чăваш Енри чи лайăх 100 вырăн» фотоконкурса пĕтĕмлетнĕ.

Фотоăстасен ăмăртăвне 300 ытла çын хутшăннă. Хăйсен ĕçĕсенче конкурсантсем Чăваш Енри ял-хулан тĕлĕнмелле сăнĕсемпе, хăйне евĕрлĕ çут çанталăк обьекчĕсемпе, архитектурăпа тата Атăл илемĕпе паллаштарнă.

600-е яхăн ĕçрен жюри чи лайăххисене 6 номинацире палăртнă. Çĕнтерӳçĕсем: Е.Н. Краснова /Куславкка районĕ, Тĕмшер/, В.А. Цымбал /Çĕнĕ Шупашкар/ — тӳрех икĕ номинацире, Н.В. Александрова /Вăрмар районĕ, Арапуç/, О.Михайлова /Шупашкар/, О.Н. Волоснова /Çĕнĕ Шупашкар/.

Çĕнтерӳçĕсен ĕçĕсемпе Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн сайтĕнче паллашма пулать.

www.hypar.ru

 



http://hypar.ru/cv/news/chi-layah-100-vyran
18 августа 2020
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter