1500-мĕш ача çуралнă

Шупашкарти Калинин районĕн администрацийĕнчи ЗАГС уйрăмĕ паян кăçалхи 1500-мĕш ачана регистрациленĕ.

Чăваш автономийĕн юбилейĕнче çут тĕнчене килнĕ ача çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна Кира ят панă. Вăл — çемьере пĕрремĕш ача.

Палăртма кăмăллă: кăçалхипе танлаштарсан пĕлтĕр 1500-мĕш ачана авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче çеç регистрациленĕ. Кунта «Демографи» наци проекчĕ витĕм кӳни те палăрать: кăçалхи 7 уйăхра пĕлтĕрхинчен 90 ача ытларах çуралнă.



18 августа 2020
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter